Шăмăршă урамĕсенчи çула юсаççĕ
ШĂМĂРШĂРИ Космовский тата Ленин урамĕсенчи çула юсама пуçăннă. Ленин урамĕнче _ Константин Гришняков предприниматель, Космовский урамĕнче «ВодДорСтрой» ООО ĕçлет. Заказчикĕ _ Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ. Çу каçа округри ытти çула та юсаса çĕнетме палăртнă.
Е.ЖОЛОБОВА.