Шăмăршăсен медалĕсем
Çак кунсенче Шупашкарта самбо енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕ иртнĕ. Унта 98 килограма çитичченхи спортсменсем хушшинче Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн воспитанникĕ Александр Масленников виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Чемпионатпа пĕрлех 2005-2007-çулсенче çуралнă юниорсен ăмăртăвне те йĕркеленĕ. Кунта пирĕн Александр Масленников ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Шăмăршă командинчи Антон Кудряшов 71 килограма çитичченхи спортсменсем хушшинче виççĕмĕш вырăна тухнă.