Сăмах ăстисем тупăшрĕç

Окр угри шкул ачисем хушшинче Пĕтĕм Раççейри илемлĕ вулакансен «Чĕрĕ классика» конкурсĕн тапхăрĕ иртрĕ. Çак конкурс _ Раççейре вулава аталантармалли пысăк проект.

10_17 çулхи çамрăксем Шăмăршă вăтам шкулĕн акт залĕн сцени çинче юратнă çыравçăсен проза хайлавĕ сене пăхмасăр каларĕç. Жюри вĕсем хăш хайлава суйласа илнине, залпа çыхăнса вуланине, актер ăсталăхне шута илсе хак пачĕç. Финала 17 вĕренекен тухрĕ. Çĕнтерỹçĕсем республика шайĕнче округ чысне хỹтĕлĕç. Вĕсем: Ксения Унькина, Ангелина Антонова, Арина Гусева (Шăмăршă вăтам шкулĕ).

Г.Кафизова, округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн аслă методисчĕ.



21 марта 2025
14:24
Поделиться