Социаллă ыйтусем _ тĕп тимлĕхре

Чăваш Республикин 2025-çулхи, планпа пăхнă 2026-тата 2027-çулсенчи бюджетне хăш-пĕр улшăну кĕртнĕ. Социаллă тăкаксем чăн малти вырăнта тăрĕç. Çакă резерв фондне те пырса тивет _ унти укçан пысăк пайне ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисене пулăшма ярĕç.

Бюджет ĕçченĕсен шалăвне ỹстермешкĕн тата 1,8 миллиард тенкĕ хушма палăртнă. Çапла вара кăçал ку сферăра тăрăшакансене ĕç укçи тỹлеме яракан укçан пĕтĕмĕшле виçи 41 миллиард тенкĕрен те иртĕ _ иртнĕ çулхинчен 16,4 процент пысăкрах.

Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен сахал тупăшлисене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тăкаксемшĕн паракан саплаштару тỹлевĕн виçи 107 процент пысăкланĕ. Çавна валли 2025-çулта 257 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. Тыл ĕçченĕсене, репрессиленнисене, ĕç ветеранĕсене паракан тỹлев те хутшăнать.

Саккун проекчĕсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче пăхса тухнă хыççăн вăя кĕрĕç.



21 марта 2025
14:18
Поделиться