Спорт вăййинче _ малтисен йышĕнче

Иртнĕ эрнере Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче юнармеецсен отделенийĕсем хушшинче республикăра мала тухассишĕн çарпа спорт вăййи иртнĕ, унта «Çамрăк патриот» (3-5 классем) категори хутшăннă. Çарпа спорт вăййине Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине халалланă.

Республикăри юнармеецсен чи лайăх 12 отделенийĕ стройпа утса, пневматика винтовкинчен персе, АК-74 автомата салатса тата пуçтарса, спорт эстафетинче, теори конкурсĕнче тата ытти енĕпе ăмăртнă.

Спорт упражненийĕсем туса Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи юнармеецсен «Çăлтăр» отделенийĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Карапайсем харпăр хăй зачетĕнче те лайăхпа çеç палăрнă, «Авангард» центр» ДО автономи учрежденийĕн Дипломне тивĕçнĕ.



21 марта 2025
13:06
Поделиться