Татьяна Давыдова: «Культура ĕçченĕн _ çынсене юратмалла...»

Пирĕн корреспондент Культура ĕçченĕн кунĕ умĕн округри «Централизациленĕ клубсен системи» АУн организаципе методика центрĕн заведующийĕпе Татьяна Давыдовăпа тĕл пулнă. Унпа кадр ыйтăвĕ тата округри культура ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калаçнă.
_ Ырă та телейлĕ вăхăт тĕлне пултăр, Татьяна Юрьевна! Культура ĕçченĕн кунне мĕнле кăмăл-туйăмпа тата еплерех çитĕнỹсемпе кĕтсе илетĕр?
_ Ырă кун пултăр Сире те, Зинаида Ивановна! Тỹрех калам, професси уявне савăк кăмăлпа кĕтсе илме хатĕр. Округри культура сферин ĕçченĕсемпе мăнаçланмалăх пур! «Ỹсĕм çулĕпе утатпăр», _ тесен те, йăнăш пулмĕ.
_ Ỹсĕм çăл куçĕ...
_ ... паллах, кадрсенче!
_ Апла тăк, йĕркипе каласа паратăр пулĕ.
_ Шăмăршă округĕн «Централизациленĕ клубсен системи» автономи учрежденийĕнче 19 пултарулăх ĕçченĕ тимлет, Вĕсем _ ялсенчи Культура çурчĕсемпе музей заведующийĕсем, фольклорпа юрă-ташă ансамблĕсен тата театр ертỹçисем. Ял çыннисене пурнăç таппипе пыма, вĕсен канăвне усăллă та кăсăклă йĕркелеме кашниех хăй тỹпине хывать. Ахаль кун та, уявра та культура сферин çыннисем халăхпа пĕрле. Пуян опытлă та пысăк стажлă ĕçченсем _ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Вĕсем: ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем _ Надежда Федотова (Пуянкассинчи «Аххаяс» Халăх фольклор ансамблĕн ертỹçи) тата Валентина Львова (Шăмăршăри Культура керменĕн режиссерĕ), Анто- нина Нефедова _ «Антонина» Халăх ача-пăча ташă ансамблĕн ертỹçи, Сергей Кудряшов _ клубсен тытăмĕн ертỹçи, Василий Мартыновский _ сасă режиссерĕ (Шăмăршăри Культура керменĕ), Ирина Угарина (Пăчăрлă Пашьел ялĕн тĕп Культура çурчĕн заведующийĕ),Татьяна Долгова (Палтиел ялĕн тĕп Культура çурчĕн заведующийĕ), Наталья Матвеева (Хайпăла ялĕн культорганизаторĕ). Халерех клуб заведующийĕнче ĕçлеме пуçăннă юлташăмăрсем _ Ирина Муллина (Виçпỹрт Шăмăршă), Надежда Лисицына (Анат Чаткас), Светлана Симурзина (Çĕнĕ Чукал) хăйсене тăрăшуллă та яваплă кăтартнине ырламалла çеç.
_ Питĕ аван. Яваплăхĕ Сиртен, организаципе методика центрĕн заведующийĕнчен, питĕ нумай килет...
_ Çапла. Ĕç-пуçа еплерех йĕркеленинче _ çур ăнăçу. Культура ĕçченĕсемпе тăтăшах тĕл пулса ĕçсене тума палăртни-пĕтĕмлетни, пĕрлехи хатĕрленỹ, професси пĕлĕвне ỹстерни, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни ырă витĕм кỹреççĕ. Чăваш Енри Экологи культурипе çут çанталăк управĕн çулталăкне халалланă мероприятисенчен тулăх пулчĕ иртнĕ çул. Ачасем валли кăна 136 тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелерĕмĕр, вĕсене 4705 ачапа çамрăк хутшăнчĕ.
Республика шайĕнчи, регионсем хушшинчи, Халăхсем хушшинчи 33 конкурс-мероприятире ăсталăха кăтартни, малти вырăнсене йышăнни хăех _ ырми-канми ĕçĕн тухăçлăхĕ. Шăмăршă округĕ регион шайĕнчи 12 фестивальпе конкурсра палăрчĕ, унта 325 çын (çав шутра _ 136 ача) хутшăнчĕ; 6-ăн _ çĕнтерỹçĕ, 9-ăн призер, пĕри лауреат пулчĕç. «Черчен чечексем», «Пĕрле вулатпăр», «Черчен турат», «Илеме хамăр алăпа тăвар», «Асамлă чаршав», «Алран ал тытăнар-ха, туссем!», «Культура çурчĕ. Çĕнĕ формат», «Пуçламăшĕ» («Истоки»), «Хамăр несĕлсемпе çыхăн» («Прикоснись к своим истокам») фестиваль-конкурс шăмăршăсемшĕн малти вырăнсемпе тулăх пулчĕ.
Çулталăк хушшинче республикăра йĕркеленĕ 19 фестивале (йĕркелỹçи _ Халăх пултарулăхĕн çурчĕ) хутшăнса 3-мĕш вырăна çĕнсе илни _ мăнаçлăхăмăр! Тỹлевлĕ мероприятисем (платные услуги) ирттерессипе те _ регионта 3-мĕш вырăнта эпир.
_ Çынна юрăхлă ĕçлетĕр. Культура еткерлĕхне упрас-сарас тĕлĕшпе мĕнле утăмсем тăватăр, Татьяна Юрьевна?
_ Çак юхăм маншăн та, пĕрле вăй хуракансемшĕн те _ чун туртăмĕ. Асатте-асаннемĕрĕн йăли-йĕркине, ытарайми сăмахлăхне килес ăрусемшĕн упраса хăвармаллах. Çак тĕллевпе, юлашки вăхăтра, календарь уявĕсене сцена çине кăларнипе пĕрлех, çут çанталăк ытамĕнче _ ялта (ун çывăхĕнче) видеоформата куçарма пуçларăмăр, вĕсене интернет уçлăхне кăларатпăр, архива яратпăр. Пурнăçри чăн-чăн уява пурте хапăл тăваççĕ. Валентина Львова режиссерпа пĕрле ку е вăл уяв е йăла сценарине хатĕрлетпĕр, ыттисен сĕнĕвне шута илетпĕр. Сергей Кудряшов операторпа Василий Мартыновский сасă режиссерĕ вара искусство шедеврне шăратса кăлараççĕ. Ку _ ỹстерсе каланă сăмах мар. Пăчăрлă Пашьел ялĕнче _ Мăнкуна, Кивĕ Чукал çывăхĕнчи Юманлăх варĕнче Утă çи йăлине, Кивĕ Шăмăршă стадионĕнче _ Вăйă, Пуянкассинче Çăварни уявланине кăтартса видео хатĕрлеме май килчĕ. Уяв хăнисем _ хамăрах.
_ Эсир Сăрпа Хусан хутлăхĕн чиккине тăвакансен паттăрлăхне халалласа та видео ỹкернĕччĕ.
_ Çапла. Республикăра çав видео (кино темелле пуль) 1-вырăн çĕнсе илчĕ. Фольклор коллективĕсем _ культура еткерлĕхне упрассинче-сарассинче тĕп вăй пулса тăраççĕ. Хĕл ăсатăвĕнче, Акатуйра, календарь тăрăх иртекен уявсенче (уйрăмах – Чăваш чĕлхи кунĕнче) вырăнти йăла-йĕркене кăтартасси, авалхи сăмахлăха янратасси _ тĕп вырăнта. Пуянкассинчи _ «Аххаяс» (ертỹçи _ Надежда Федотова), Виçпỹртри _ «Сурпан» (ертỹçи _ Ирина Муллина), Васанти _ «Тевет» (ертỹçи _ Ираида Ефимова), Карапай Шăмăршăри _ «Шăнкăрав» (ертỹçи _ Алина Алексеева), Кивĕ Чукалти _ «Пилеш» (ертỹçи _ Надежда Захарова), Анат Чаткасри «Шурăмпуç» (ертỹçи _ Алена Лукианова) фольклор ансамблĕсем хăйсен пултарулăхĕпе халăха чăвашлăх тĕнчине ертсе кĕреççĕ. Иртнĕ çул регионсем хушшинчи мероприятисенче палăртăмăр: Уявра (Тутарстанăн Элкел районĕ) _ «Сурпанпа» «Пилеш», Кĕр сăринче (Тутарстанăн Теччĕ районĕ) _ «Шăнкăрав» фольклор ансамблĕсем, «Питрав кĕввисенче» (Тутарстанăн Çĕпрел районĕ) _ «Сурпанпа» пăчăрлăпашьелсен хор коллективĕ (ертỹçи _ Ирина Угарина), Çĕрпỹ кĕввисенче» _ «Сурпан», «Пилеш», «Шăнкăрав» хăйсен ăсталăхне çỹллĕ шайра кăтартрĕç.
_ Ман шутпа, Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи «Антонина» Халăх ача-пăча ташă ансамблĕн (ертỹçи _ Антонина Нефедова) тỹпи те пысăк культура еткерлĕхне упрассинче...
_ Эсир ман шухăшах каларăр, Зинаида Ивановна. «Антонина» чăваш тата ытти халăх ташшисене çын куçĕ умне кăларать. Çавна май пире чăваш халăхĕн тата тăванла халăхсен ташă искусствисемпе çывăхлантарать. Вăл _ республика шайĕнчи çỹлерех асăннă конкурссен çĕнтерỹçи; «Раççей çăл куçĕсем» Пĕтĕм Раççейри фестивале çĕнтерỹçĕ пек хутшăнчĕ... Ай, манса хăвараттăм, «Антонина», çавăн пекех «Аххаяс» тата Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи театр (ертỹçи _ Валентина Львова) «Халăх» ята кăçал та ăнăçлă хỹтĕлерĕç. Васанти Г.Н.Ларшников-Пэхет ячĕллĕ Халăх историпе краеведени музейĕ (ертỹçи _ Ираида Ефимова) _ аваллăхăн шанчăклă управçи. Несĕлĕмĕрсен иртнĕ кун-çулĕпе, этнографийĕпе паллаштарас тĕлĕшпе, йăла-йĕркене упрас-сарас тĕлĕшпе вышкайсăр пысăк ĕç-пуç тăвать Ираида Ивановна. Çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парассинче музей витĕмĕ вăйлă: «вĕри точкăсен» ветеранĕсемпе, СВОра тăракансемпе тĕл пулу йĕркелесси çирĕп йăлара, маскировка сетки çыхассине пирвайхи тивĕç вырăнне хурса йĕркелеççĕ кунта.
_ Савăнтарать! Раççейри _ Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи тата Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне те нумай мероприяти халалланă эсир?
_ Унсăр епле пултăр-ха? Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă Çулталăка чаплă лару-тăрура уçрăмăр. Ятарлă çар операцийĕн участникĕсем, вĕсен çемйисен членĕсем уява хутшăнни ун актуаллăхне ỹстерчĕ. Аслă Çĕнтерĕве халалланă театрализациленĕ постановкăсен конкурсĕ, илемлĕ пултарулăх коллективĕсен смотр-конкурсĕ, Раççей Геройне Олег Долгова асăнса йĕркеленĕ патриотизмла юрă конкурсĕ нумайлăха асра юлĕç: чун-чĕрене хускатмалла иртрĕç вĕсем. Малта _ вуншар- вуншар мероприяти, тĕрлĕ акци; вĕсем çулталăк тăршшĕпех пырĕç. Пĕлтĕр гуманитари пулăшăвĕ валли 3 хутчен ыр кăмăллăх концерчĕ ирттернĕ, СВОна халалласа пурĕ 82 ĕç-пуç йĕркеленĕ пулсан, кăçал та çак шайран чакмалла мар.
Май уйăхĕнче культура ĕçченĕсемпе Волгограда _ Мамаев курганĕ патне _ çитсе килесшĕн. Кунта çапăçнă, пуç хунă ентешĕмĕрсене пуç таймаллах пирĕн.
_ Мĕнлерех çĕнĕлĕх кĕтет паянхи культура сферине?
_ Автоклуб ĕçĕ йĕркеленмелле. Совет саманинчи пек, автоклуб çур акинче, тыр çире уй-хире, йĕтем çине çитсе çĕр ĕçченĕсене хавхалантарĕ. Çавăн пекех ял-паççулккана тухса çỹреме те меллĕ пулĕ. Транспорт çинче мобильлĕ сцена (сцена та, музыка аппаратури те пĕрлех) пурри _ паянхи пурнăç çитĕнĕвĕ. Округ центрĕн Культура керменĕнче кăçал кинотеатр ĕçлеме пуçлĕ.
_ О, мĕнле аван! Ял çыннисемшĕн кусем _ ырлăх! Татьяна Юрьевна, пурлăх базисĕр мала кайма çук. Ун тĕлĕшпе улшăнусем пулĕç-и?
_ 2025-çулта Шăмăршăри Культура керменĕн çивиттине, фасадне юсамалла. Документсем хатĕр. Кунти спорт залне юсама палăртнă. Кивĕ Чукал ялĕн Культура çурчĕ, «Пĕчĕк Тăван çĕр-шывăн культури» федераци партийĕн проекчĕ- пе килĕшỹллĕн, 249,10 пинлĕх грант çĕнсе илчĕ; ăна музыка аппаратури туянмашкăн усă курĕç.
_ Ĕçлекеншĕн те, канаканшăн та _ кăмăллă пулăмсем. Çав хушăрах мĕн пăшăрхантарать-ха Сире?
_ Культура ĕçченĕсем _ пултаруллă, тăрăшуллă. Пĕрлехи ĕçсĕр пуçне, ятарлă ĕç планĕпе тĕрлĕ мероприяти, кружок занятийĕ ирттереççĕ, СВОна ăсатмашкăн гуманитари япалисем пухаççĕ, маскировка сетки çыхаççĕ... Шел, ял çыннисен шучĕ чакса пырать, çуртсем пушанаççĕ. Çавна май культура учрежденийĕсем хупăнаççĕ. Округри централизациленĕ клубсен системи 16 клубпа Культура çуртне пĕрлештерет, вĕсенчен 12-шĕ ĕçлеççĕ. 2024-çулхи апрельтен _ Пуянкасси ялĕн тĕп Культура çурчĕ, иртнĕ ноябрьтен Патирек ялĕн клубĕ _ культура ĕçченĕ çуккипе, Энтĕрьел, Ярăслав тата Кивĕ Шăмăршă ялĕсен клубĕсем штат палăртманнипе хăйсен функцине пурнăçламан. Çамрăксене тытса тăраканни _ культура вучахĕ. Шел, ĕç çуккипе ялта тытăнса тăраймаççĕ яшсемпе хĕрсем.
_ Питĕ шел... Татьяна Юрьевна, халĕ Хăвăр çинчен пĕлтермелли самант çитрĕ. Культура сферине мĕн илсе çитернĕ Сире?
_ Йĕркипех калам. Эпĕ 1965-çулхи мартăн 19-мĕшĕнче Кивĕ Чукалти Сергуновсен ĕçчен кил- йышĕнче çуралнă. Аннем _ Анна Алексеевна _ «За коммунизм» колхозăн хастар колхозници, аттем _ Юрий Ильич хуçалăхри (тĕрĕсрех _ таврари!) ăста платник пулнă, кăçатă йăвалассипе палăрнă. Тетемпе, йăмăкăмпа выляса-ĕçлесе ỹснĕ. Кивĕ Чукал вăтам шкулне пĕтерсен ял библиотекинче 4 çул тимлерĕм. Ĕçленĕ хушăра Çĕрпỹри культурăпа çут ĕç училищинче заочно йĕркепе библиотекарь специальноçне алла илтĕм. Шăмăршăри тĕп библиотекăна вырнаçрăм, Кĕнеке паракан пай заведующийĕнче ĕçлерĕм. Методика кабинетĕнче библиографра вăй хутăм. Тĕп ĕçпе пĕрлех районти палăксен, çар çыннисен вил тăприйĕсен паспортизацине тунă. Район центрĕнчи историпе краеведени музейĕн ĕçне йĕркелесе тăнă. Клуб системинче эпĕ 21 çул ĕнтĕ. 2014-çултанпа _ организаципе методика пайĕн заведующийĕ. 2009-çултанпа _ культура ĕçченĕсен округри проф- союз организацийĕн председателĕ. Зинаида Карзанова (Кивĕ Чукал), Александра Максимова (Шăмăршă) ĕçтешĕмсем _ чăн-чăн наставниксем пулчĕç. Ĕçтешĕмсемпе семинар, «Çавра сĕтел», ăсталăх класĕ йĕркелени, экскурсие пĕрле тухса çỹрени методика тĕлĕшĕнчен ăс-хакăла пуянлатма, пĕрлĕхе çирĕплетме пулăшаççĕ.
_ Ертỹлĕх ăсталăхне, çитĕнỹсене кура Эсир нумай наградăна тивĕçнĕ: район (округ) администрацийĕн, Чăваш Наци конгресĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн, ЧР Таврапĕлỹçисен, ЧР Культура ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн Тав çырăвĕсемпе Хисеп грамотисене... Чим, Сăр тата Хусан хутлăхĕн хỹтĕлев чиккисене тăвакансене асăнса кăларнă юбилей медалĕпе чысланă тата. Эсир _ ЧР ĕç ветеранĕ.
_ Эсир ман çинчен веçех пĕлетĕр (кулать).
_ Паллах. Сирĕн ĕç стажĕ 41 çул иккенне те шутласа кăлартăм халĕ. Анна хĕрĕр те Сирĕнпе мăнаçланатех ĕнтĕ. Хăй те Сирĕн пекех пултаруллă пулĕ?
_ Хĕрĕмпе савăнмалăх пур. Вăтам шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ, Мускавра пурăнать. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта тата каçхи шкулта вĕрентет.
_ Маттур! Культура ĕçченĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулмалла. Калăр-ха, халăхпа ĕçлекенре чи кирлĕ пахалăх мĕн пулмалла?
_ Çынна, культурăна, хамăр нацие (ытти нацисене те!), уйрăмах _ чăвашлăха юратмалла; сăмах хăватне, юрă-ташă илемне халăх патне çитерме пĕлмелле.
_ Шăпах çакăн пек куратăп та эпĕ Сире, Татьяна Юрьевна. Сирĕн _ ертỹçĕн _ сăмахĕпе калаçăва вĕçлĕпĕр.
_ Культура ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ĕçтешĕмсене округ çыннисен ятĕнчен чунтан саламлатăп. Пурнăç таппинчен юлмасăр, умри тĕллевсене çăмăллăн пурнăçлар, яланах халăхпа пĕрле пулар. Сывлăхлă, ăнăçуллă, телейлĕ пурăнар, хаклă çыннăмсем!
Калаçăва Зинаида Свеклова йĕркеленĕ.