«Туслăх хĕлхемĕ» хĕмлентерет...

Анат Чаткас тĕп шкулĕнче «Туслăх хĕлхемĕ» республика тапхăрĕн муниципалитет шайĕнчи конкурсĕ иртрĕ. Унта округри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчи 1_4-класс вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. 103 ача тăватă номинацире хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ.

«Илемлĕ сăмах» номинацире _ Дарина Воробьева (Анат Чаткас тĕп шкулĕ), «Чăваш халăх вăййинче» _ Шăмăршă вăтам шкулĕн 4-класс вĕренекенĕсем, «Янра, чăваш юрри!» номинацире _ Шăмăршă вăтам шкулĕн фольклор ансамблĕ, «Чăваш ташши» номинацире Диана Сабаева (Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ) пысăк ăсталăхпа тата хăйне евĕрлĕхпе палăрса çĕнтерчĕç.

Çĕнтерỹçĕсене ăшшăн саламлатпăр, малашлăхра та çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх, вĕçсĕр ăнăçу сунатпăр.



21 марта 2025
14:26
Поделиться