«Уй-хиршĕн тунсăхласа çитрĕм»
Анат Чаткасри Петр Майоров фермер тин çеç хиртен таврăннă, резина аттине те хывса ĕлкĕреймен-ха.
_ Кĕрхи тулă уйне çитсе килтĕм, _ терĕ Петр Анатольевич. _ Юр кайса пĕтнĕпе пĕрех, калчана минерал удобренийĕпе апатлантарма тухасшăн.
60 гектар йышăнать кĕр тырри. Калча лайăх хĕл каçнă. Удобрени сапнă хыççăн вăй илсе çĕкленĕ те, часах ем-ешĕл хир куçа илĕртме пуçлĕ.
_ Уй-хиршĕн тунсăхласа çитрĕм, _ йышăнать фермер. _ Канăçсăр пулин те, хирти ĕç чуншăн сиплĕ им-çам пекех. Асаттесем те çуркуннешĕн савăннă, эпир те _ вĕсен ĕçне малалла тăсакансем _ хĕрỹ тапхăра хавхаланса кĕтсе илетпĕр.
Кĕркунне лайăх сухаласа хăварнă çĕр çинче 110 гектар- урпа, 120 гектар _ çурхи тулă, 25 гектар сĕлĕ çитĕнтерме палăртнă. Вăрлăх çителĕклĕ, акма юрăхлă. Çĕнĕ вăрлăх та туяннă.
20 тонна ытла минерал удобренийĕ хатĕрленĕ, тата çакăн чухлĕ туянма та килĕшỹ тунă. Хальлĕхе 3 тонна солярка пур, çывăх кунсенче тата 5 тонна турттарса килесшĕн.
Ял хуçалăх техники _ çĕнĕ. Виçĕм çул _ икĕ трактор, пĕлтĕр КамАЗ автомашина тата культиватор туяннă.
Петр Майоров фермера çур акине ăнăçлă ирттерсе вăйлă тыр-пул никĕсне хывма ырă сунатпăр.