Ялкăшĕ ĕмĕрех Çĕнтерỹ çулăмĕ

АСЛĂ ÇĔНТЕРỸ 80 çул тултарнă ятпа «Газпром межрегионгаз» ПАО пысăк масштаблă проекта пурнăçа кĕртет: «Çĕнтерỹ çулăмне упратпăр!» Пĕтĕм Раççей акцине хутшăнса, Асăну мемориалĕсене сетьран килекен çут çанталăк газĕпе тивĕçтерессине йĕркелеççĕ.
Çак акци кăçалхи февралĕн 21-мĕшĕнче Алтай Республикин Майма ялĕнче Ĕмĕрхи çулăм çутнипе старт илнĕ. Çĕр-шыври газовиксем халĕ кашни эрнерех çĕнĕрен çĕнĕ асăну мемориалне çут çанталăк газĕпе çыхăнтараççĕ. Ĕмĕрхи çулăм патне çутçанталăк газĕ илсе пыма çĕнĕ газопровод тăсаççĕ тата оборудовани вырнаçтараççĕ. Мĕн пур ĕçе _ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн пуçарăвне ырласа йышăннă Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн сĕнĕвне пурнăçласа _ тỹлевсĕрех тăваççĕ. «Газпром межрегионгаз» ПАО ĕçченĕсем мемориалти газ оборудованине техника тĕлĕшĕнчен пăхса-юсаса тăрĕç, Ĕмĕрхи çулăма тỹлевсĕрех çут çанталăк газĕпе тивĕçтерĕç.
Иртнĕ юнкун Шăмăршăри Çĕнтерỹ паркĕнчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене асăнса лартнă мемориалта Ĕмĕрхи çулăма чĕртнĕ ятпа чаплă мероприяти пулчĕ. Çак мемориала унчченхи кивĕ обелиск вырăнĕнче иртнĕ çул çĕкленĕ. Мемориала пуçару бюджечĕн программипе, Шăмăршă çыннисемпе вырăнти депутатсем тăрăшнипе ăсталанă. Мрамортан тунă 10 стела çине 306 паттăр ятне çырса хунă.
... Раççей Федерацийĕн Патшалăх Гимнĕ чуна хумхантарса янăранă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци ертỹçи Вячеслав Борисов сăмах илчĕ. Вячеслав Аркадьевич Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев ятĕнчен Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакансенеçак паллă кунпа чĕререн саламларĕ.
_ Шăмăршă районĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 5200 çын ытла хутшăннă, вĕсенчен çуррине яхăн киле таврăнайман, _ терĕ Вячеслав Борисов. _ Паян çакăнта çутакан Ĕмĕрхи çулăм кашни çынна _ уйрăмах вара çамрăк ăрăва _ Тăван çĕр-шыва чĕререн юратма тата ăна хỹтĕлемешкĕн хатĕр тăма хавхалантарса тăтăр.
Мероприятире çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн политканаш секретарĕ Ольга Петрова, «Газпром межрегионгаз» ООО генеральнăй директорĕ Александр Бусыгин, Шăмăршăра пурăннă М.В.Ермошкин фронтовик мăнукĕ Кирилл Ермошкин сăмах тухса каларĕç.
Александр Бусыгин Ĕмĕрхи çулăма Шăмăрша Шупашкарти Çар мухтавĕн монументĕнчен илсе килни çинчен пĕлтерчĕ. Çак çулăма палăк патне Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Елисей Ефимовпа Варвара Цыганова юнармеецсем йăтса пычĕç.
Ĕмĕрхи çулăма çутма фронтовик мăнукĕ, Шăмăршăри газ участокĕн слесарĕ Александр Калашников, округри воин интернационалистсен пĕрлĕхĕн председателĕ, Афган вăрçин ветеранĕ Геннадий Ельцов тата фронтовик мăнукĕ Кирилл Ермошкин тивĕçлĕ пулчĕç.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тата киле таврăнсан вилнисене асăнса пурте пĕр минут шăп тăчĕç. Ĕмĕрхи çулăм тата палăк умне вун-вун чĕрĕ чечек хуни те вăрçă паттăрĕсен ячĕсем пирĕн чĕрере упраннине çирĕплетрĕ.