«51 миллиард тенкĕ ытла укçапа усă курăпăр»

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Федераци çул агентствин (Росавтодор) ертỹçи Роман Новиков регионти автомобиль çулĕсене аталантарасси пирки хушма килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.
«Çак килĕшỹ Чăваш Республикин çул-йĕр инфраструктурине аталантарнă çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл регионта пурăнакансемпе транзит транспортне комфортлă тата хăрушлăхсăр çулпа тивĕçтерме май парать. Росавтодор региона çул-йĕр проекчĕсене пурнăçа кĕртме пур енлĕн пулăшма шантарать. Федерацин çул-йĕр агентствипе пĕрле эпир регионти çулсене нумай лайăхлатма пултарăпăр.
Эпир алă пуснă документпа килĕшỹллĕн, 2030-çулччен регионта çул-йĕр строительстви валли 51 миллиард тенкĕ, çав шутра федераци бюджетĕнчен 20 миллиард тенкĕ, уйăрма палăртнă», _ тенĕ ĕçлĕ тĕл пулу хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Алексеевич.
Федераци пулăшăвĕпе усă курса, Чăваш Республикинче 2030-çулччен 390 километра яхăн çула юсама шутлаççĕ.
Н.ИЛЬИНА.