Ачасем канĕç, сывлăха тĕреклетĕç
МАЙ уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланакан çуллахи кану сменисене республикăри 15 лагерьте йĕркелеме палăртнă. Шкул çумĕнчи лагерьсем те ĕçлĕç. Пĕтĕмпе 73 пин ытла ача канса сывлăха тĕреклетĕ. Хула тулашĕнчи лагерьте пĕр смена _ 21 кун _ канмалли путевка хакĕ 22282 тенкĕпе танлашĕ. Тĕрлĕ категори валли çăмăллăхсем палăртнă _ вĕсемпе туллин тивĕçтерĕç.
Путевка ыйтса çыракан заявкăсене Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă памалла. Камăн портала кĕме май çук _ заявка çырма округри нумай функциллĕ центрта пулăшĕç.