Ан турт: пурнăç илемĕ _ çирĕп сывлăхра!
ПИРУС туртни çын сывлăхне пысăк сиен кỹнине пурсăмăр та пĕлетпĕр. Апла пулин те пирус туртакансен хисепĕ чакмасть, ỹссе пыни те палăрать. Кашни çулах ун витĕмĕпе тĕнчере 5 миллиона яхăн çын пурнăçран уйрăлать. РФ Сывлăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, Раççейре ку кăтарту çулсерен 200 пин çынпа танлашать. Пирус туртакансем хушшинче сывлăх хавшанипе инвалида тухнисем те йышлă.
Çынран: «Эсĕ мĕншĕн туртатăн?» _ тесе ыйтсан хуравĕ тĕрлĕрен. Пĕрисем пирус туртни лăпланма пулăшать теççĕ. Теприсене вăл стреспа кĕрешме, ывăннине ирттерме пулăшать имĕш. Виççĕмĕшсем ушкăнран юлас мар тесе туртаççĕ. Хăшĕ-пĕри пирус туртмасăр пач та лăпланаймасть: çывăрас умĕн хăйĕн никотин дозине илмесен, ыйхă та килмест иккен.
Чăннипе вара пирус-сигарет ывăннине те ирттермест, хумханăва та сирмест, тимлĕхе вăйлатмасть тата ытти те. Унăн нимĕнле лайăх енĕ те çук. Пирус туртнин тĕп сăлтавĕ психика хăнăхăвĕпе çыхăннă. Никотин психотроплă япала пек ĕçлет. Ун витĕмĕпе чи малтанхи минутсенче миме клеткисем япăх ĕçлеме пуçлаççĕ, çын хăйне лăпкă туять. Ăс-тăнне каллех сигарет тĕтĕмĕпе тултарасси килет. Пĕрмай туртсан çыннăн никотин хăнăхăвĕ пулать. Ун пек чухне ăна туртмасăр пурăнма питĕ йывăр.
Никотин наркăмăш пулнине пурте пĕлетпĕр. Пире шкул сакки çинчех никотин тумламĕ лашана вĕлерме пултарни çинчен каланă. Анчах та эпир хамăра лашаран вăйлăрах тесе шутлатпăр. «Пĕр пачка сигарет туртнипе пире мĕн пулĕ?» _ тетпĕр. Пĕр сигарет та сывлăха сиен кỹнине манас марччĕ. Унăн тĕтĕмĕнчи наркăмăшлă япаласем организмра пухăнса пыраççĕ. Ăна пула рак клеткисем вăй илеççĕ, çыннăн шалти органĕсем сиенленеççĕ, унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлма пултарать.
Табак наркăмăш пек организма тỹрех витĕм кỹмест, вăраххăн «çиет», çын кун-çулне 10-20 çул таран кĕскетет. Çавăнпа та пирус туртакансем ватăличченех вилеççĕ. Диспансеризаци кăтартăвĕпе округра пурăнакансен пысăк пайĕ _ уйрăмах арçынсем _ сигарета килĕштерни палăрчĕ. Çак йышра çамрăксем те пулни хытă пăшăрхантарать.
Сиенлĕ йăларан хăтăлас шухăшлисене район больницин специалисчĕсем консультаци параççĕ. Хамăра хамăр мĕн çамрăкран упрасчĕ, пурнăç илемĕ _ çирĕп сывлăхра.
Шăмăршă район больницин медицина профилактикин кабинечĕ.