«Чун туртăмĕпе _ халăхпа пĕрле»

Хăйсен професси уявне Шăмăршă муниципалитет округĕн культура ĕçченĕсем центрти Культура керменĕнче чаплăн паллă турĕç. Уяв клуб ĕçченĕсен юрринчен пуçланчĕ.
Округри «Централизациленĕ клубсен системи» АУ директорĕ Александр Сатеев 2024-çулхи ĕç- хĕлпе паллаштарчĕ. Округри клубсемпе Культура çурчĕсенче, Ача-пăча искусство шкулĕнче тата Васанти Халăх историпе краеведени музейĕнче вăй хуракансем халăхшăн вышкайсăр пысăк ĕçсем тунă. «Тăван çĕр-шыв мухтавĕшĕн», «Мĕн тери хитре эс, Шăмăрш Ен!», «Кăмпа фестивалĕ», «Чăваш кил-çурчĕн вăрттăнлăхĕсем» тата ытти проекта пурнăçа кĕртессинче пирĕн округ ырă тĕслĕх кăтартать. Çулталăк хушшинче республикăра йĕркеленĕ 19 фестивале (йĕркелỹçи _ Халăх пултарулăхĕн çурчĕ) хутшăнса «Фестивальсен фестивалĕнче» тата тỹлевлĕ мероприятисем (платные услуги) ирттерессипе те _ регионта 3-мĕш вырăнта эпир. Шăмăршăри Культура çурчĕ çумĕнчи «Антонина» ташă ансамблĕпе театр, Пуянкассинчи «Аххаяс» фольклор коллективĕ «Халăх» ята кăçал та чыслăн хỹтĕлени мăнаçлăх кỹрет. Шăмăршăра çывăх вăхăтра автоклуб тата кинотеатр ĕçлеме пуçлĕç, çакă культура ĕçченĕсемшĕн те, халăхшăн та пысăк çăмăллăх пулĕ. Патирек, Ярăслав, Васан, Энтĕрьел клубĕсенче ĕçлекен çукки çеç кăмăла хуçать.
Округри «Централизациленĕ библиотекăсен системи» АУ директорĕ Ираида Тимофеева та иртнĕ çулхи ĕç-пуçа тишкерсе тухрĕ. Библиотекарьсем те хăйсен тивĕçне чунтан тăрăшса пурнăçлаççĕ. Тĕп библиотекăна «Мультикультура библиотеки» статус пани кунти ĕç условийĕсене, пурлăх базине пуянлатнă. Библиотека системинчи 10 вулавăш тата шкулсенчи 2 вулавăш 25 пин ытла çынна йышăннă. Фонд 4130 (2025 ç. _ 2520) экземпляр кĕнеке-журналпа пуянланнă. «Кĕнеке страницисем каласа параççĕ...», «Культура _ шкул ачисем валли», «Çулла _ кĕнекепе», «Тăван ен», «Пушкин картти» тата ытти проект библиотекарьсене нумай çитĕнỹ парнелерĕç. Библиотека системин сайчĕпе çыхăнса ĕçлеме, «PRO.Культура» цифра платформипе усă курма ял çыннисемшĕн питĕ меллĕ. Пуянкасси ял библиотекинче _ библиотекарь, библиотека системинче компьютер технологийĕн специалисчĕ тупăнсан тата туллирех хăватпа ĕçлеме майсем пулĕç.
Халăх пурнăçне уçă варкăш кĕртекен, культура аталанăвне сумлă тỹпе хывакан, республика тата регионсем хушшинчи конкурссенче çĕнтернĕ ĕçченсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Кăмăллă пулăм! Культура сферин ĕçченĕсене _ клуб тата музей заведующийĕсене, библиотекарьсене, ташă тата драма кружокĕсен, фольклор ансамблĕсен ертỹçисене, Татьяна Давыдовăпа Лидия Егорова юбилярсене _ саламлакансем, ĕçĕн пĕлтерĕшне тивĕçлипе хак паракансем йышлăн пулчĕç. Вĕсем: Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă аталану енĕпе ĕçлекен çумĕ Светлана Павлова (вăлах округ администрацийĕн пуçлăхĕн Сергей Галкинăн саламне вуласа пачĕ), Ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ Татьяна Яковлева, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Ираида Пыркина, Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Татьяна Матвеева, округри «Централизациленĕ клубсен системи» АУ директорĕ Александр Сатеев, округри «Централизациленĕ библиотекăсен системи» АУ директорĕ Ираида Тимофеева, Шăмăршă ял территори уйрăмĕн начальникĕ Андрей Удин.
Сцена çинче культура ĕçченĕсемпе общество пурнăçĕн хастарĕсем шăрантарнă селĕм юрăсем чăн-чăн уявлăх парнелерĕç. Халăх пурнăçне илемлĕрех тума, чун-чĕрепе те ăс-хакăлпа пуянланма çул уçакан Ĕçченĕмĕрсене культура анинче малашне те тухăçлă вăй хума ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Зинаида Свеклова.