Галина МАКСИМОВА: «Шăмăршă вăрманĕнче кукаçей лартнă юмана ыталарăм та, куççуль тухрĕ...»
_4vg3okur.jpg)
ШĂМĂРШĂ çĕрĕ çинче çуралса ỹснĕ, мухтавлă пурнăç çулне утса тухнă çынсем çинчен пĕрчĕн- пĕрчĕн материал пуçтарнă май Капитолина Эсливановăна та манса хăварас килмест. Иртнĕ çул эпĕ унăн кун-çулĕ пирки статья çырса «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра пичетлесе кăларнăччĕ.
Капитолина Никитична Эсливанова 1893-çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕнĕ Шăмăршă вулăсĕнче _ вăрман варринчи «Тĕкĕ» («Тюкинский») картунта çуралнă. Лесник хĕрĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренсе пĕтерме пултарнă. Шкул директорĕ Иван Яковлевич Яковлев тăрăшнипе Капитолинăна Чĕмпĕрех ĕçлеме хăварнă. Чăваш шкулĕнче вăл хорта юрлама тата вырăс чĕлхи вĕрентнĕ.
Çут çанталăк чăваш хĕрне пысăк талант парнеленĕ: унăн шăпчăкăнни пек илемлĕ сасси шкулта çеç мар, Чĕмпĕрти Раççейĕпех паллă дворянсен клубĕсенче те янăранă. 1913-çулта И.Я.Яковлев Капитолинăна М.Глинка çырнă «Патшашăн панă пурнăç» («Иван Сусанин») оперăра Антонида партине выляма шанать. Чăваш хĕрĕ дворянсен клубĕнче юрланă çак оперăпа хулипех чапа тухать, историе «Пĕрремĕш чăваш опера юрăçи» ятпа кĕрсе юлать.
Хăйĕн мăшăрĕпе _ каярахпа чăвашсен паллă компо- зиторĕ пулнă Степан Максимовпа _ тăватă хĕр çуратса ỹстернĕ: Галина, Вера, Нина тата Зоя. Хĕрĕсенче те, ашшĕпе амăшĕнни пекех, Турă панă пултарулăх упраннă: Галинăпа Вера паллă музыкçă пулса тăраççĕ.
Хамăрăн вулакансене эпĕ Галина Степановнăпа Вера Степановна çинчен тĕплĕнрех каласа парасшăн.
Галина Степановна Максимова 1914-çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. 12 çулта чухнех хулари концертсенче юрланă. 15 çула çитсен Чăваш патшалăх хорĕнче аккомпаниатор пулса тăрăшнă. Çак коллективпа пĕрле Галина 1936-çулта Мускав Кремлĕнче иртнĕ концертра пианино каланă. Унпа пĕрле юрланисем аса илнĕ тăрăх, чаплă пианисткăна çĕр-шыв пуçлăхĕ И.В.Сталин алă тытсах тав тунă.
Галина Максимова Мускаври Гнесинсен ячĕллĕ музыка техникумĕнче тата çак хулари консерваторире вĕреннĕ. 1935-çулта хăйĕн йăмăкĕпе _ Мускав консерваторине пĕтернĕ Верăпа пĕрле _ Шупашкарта Чăваш Автономи Республикин юбилейĕ ячĕпе йĕркеленĕ концертра пианино каланă.
1936-çулта Галинăпа Вера амăшĕ çуралса ỹснĕ Шăмăршă тăрăхне килсе кайнă, Тĕкĕ картунĕнче пулса курнă.
«Шăмăршă вăрманĕнче кукаçей лартнă юмана ыталарăм та, куççуль тухрĕ», _ çапла çырса хăварнă Галина Степановна хăйĕн аса илĕвĕнче.
Галина Максимова Мускаври Е.Вахтангов ячĕллĕ театрта _ концертмейсерта, Омск хулинчи А.Тутышкин ячĕллĕ миниатюр театрĕнче, Мосэстрада солисткинче тата концертмейстерĕнче, Мускав филармонийĕнче ĕçленĕ. Вăл тĕнчипех паллă балет артисчĕн Г.Улановăн тата М.Михайлов юрăçăн аккомпаниаторĕ пулнă, Канадăра, Англире, Финляндире, Египетра, Сирире, Ливанра, Чехославакире, Польшăра, Германире, Венгрие тата ытти çĕр-шывра хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă.
Галина Максимовăн мăшăрĕ _ Леонид Фейгин _ паллă композитор пулнă, вырăс тата ют çĕр-шыв композиторĕсен 300 ытла произведенине симфони оркестрĕпе калама йĕркеленĕ. 1939-çулта чăваш композиторĕн Г.Хирбюн «Нарспи» оркестр оперине Шупашкар сцени çине кăларнă.
Великобританире гастрольпе пулнă чухне Галина Максимовăна концерт курма пынă Маргарет Тэтчер премьер-министр килĕштерсе пăрахать. Концерт хыççăн вăл чаплă пианисткăна хăйсен çĕр-шывне хăнана чĕнет.
1988-çулта Галина Максимовăпа Леонид Фейгин Великобритание куçса каяççĕ. Ют çĕр-шыва Галина хăвăртах хăнăхаймасть, çакна юлташĕсем патне янă çырусенче те палăртать.
«Пирĕн пурнăç ерипен шăвать. Килте ларма юрататпăр, Брамс, Моцарт тата ыттисен соначĕсене аса илетпĕр. Ку пирĕншĕн _ чи пысăк савăнăç. Тăван çĕр-шывшăн хытă тунсăхлатăп, çывăх çыннăмсене курас килет. Акăлчан чĕлхине алла илеймерĕм, час- часах чăваш сăмахĕсене каласа яратăп. Чăваш ялĕсем куç умне тухса тăраççĕ» («Пурăнса ирттерни çинчен». Лик Чувашии, 1997-çул, 2-мĕш номер).
Галина Степановна Мкксимова 2004-çулхи мартăн 31-мĕшĕнче Лондонра вилнĕ.
Унăн йăмăкĕ _ Вера Степановна (1922-1964) _ аппăшĕ пекех, Мускав консерваторийĕнче пĕлỹ илнĕ. Мускавра, Ленинградра тата ытти хулари пысăк концертсенче пианино каласа чапа тухнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче амăшĕпе пĕрле Мордва АССРĕнче пурăннă. Кунта вăл çар чаçĕнче нимĕçлерен вырăсла куçаракан тăлмач ĕçне туса пынă.
Вăрттăн ĕçлекен органсем Верăн ашшĕне _ Степан Максимов композитора _ «халăх тăшманĕ» тесе айăпланине шыраса тупаççĕ те, хĕрне ĕçрен кăларса психиатри больницине вырнаçтараççĕ. Кунта вăл виçĕ çул тертленет. 1964-çулта чĕре чирĕпе аптăраса çĕре кĕрет.
Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Чăваш патшалăх истори архивĕнче упранакан документсемпе усă курнă)