«Хỹтлĕх карри _ сывлăш пекех кирлĕ!»

«Эпир нацистсене хĕссе-çĕнтерсе пынă чухне пире маскировка сетки сывлăш пекех кирлĕ», _ çак сăмаха ятарлă çар операцине хутшăнакансем телефонпа та, отпуска таврăнсан куçа-куçăн тĕл пулнă чух та калаççĕ. Фронтра хаяр çапăçусем пынă вăхăтра никам та мар, тылри халăх кăна пирĕн салтакăмăрсене пулăшма пултарать. Салтаксем _ хамăра хỹтĕлеççĕ, çавăнпа эпир вĕсене еплерех пулăшнинчен нумай килет. Çакна ăнланакансен хисепĕ ỹсет.
Акă Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» тата «Пĕтĕмпех _ фронта валли» пуçару ушкăнĕсем йĕркеленипе тĕп Культура çурчĕн фойинче кăнтăрла тата ĕç хыççăн хастар хĕрарăмсем хỹтлĕх карри çыхаççĕ. Вĕсен ылтăн аллисем, чун-чĕре ăшшипе, умлă-хыçлă сетка хатĕрлеççĕ. Хатĕррисене отпуска килнĕ ентешсенчен çийĕнчех парса яма тăрăшаççĕ. Вĕсем çыхнă сеткăсен хисепĕ 240-рен иртнĕ.
Округри кашни клубрах çак пархатарлă ĕçе хутшăнаççĕ. Юлашки вăхăтра Анат Чаткас ял территори уйрăмĕ çине тăрсах маскировка сетки çыхнине палăртма кăмăллă. Людмила Николаева волонтер ертсе пынипе маттур хĕрарăмсем (вĕсен йышĕнче ытларах _ пенсионерсем, СВО участникĕсен амăшĕсем) чунтан тăрăшса ĕçлеççĕ.Çыхмалли тата сеткăлăх материал туянма, паллах, укçа-тенкĕ кирлĕ. Округ гражданĕсем, пурте пĕр шухăшлăн, пĕрлехи кассăна укçа хывсан маскировка сетки те нумайрах çыхăнĕччĕ, фронта та вăл ытларах ăсанĕччĕ. Кашни пуспа тенкĕ _ хăй вырăнне тупĕ. Пулăшас кăмăллисем, тем тесен те, пурах.
Çыхăнмалли телефонсем: 8 951 998 55 89, 8 927 853 84 81.
М.Васильева, Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.