Инкек-синкек ан пултăр

Ăшăтнăçем пĕтĕм çут çанталăк вăранать, чĕрĕлет. Ачасемпе çамрăксемшĕн чăтăмсăррăн кĕтнĕ хаваслă тапхăр _ самокатпа (электросамокатпа), велосипедпа, электровелосипедпа, скутерпа, мопедпа... ярăнмалли вăхăт _ çитрĕ. Урамсенче çак транспорт сасси-хĕвĕшĕвĕ ытларах та ытларах сисĕне пуçларĕ. Ача-пăчашăн транспортпа çỹресси _ виçесĕр пысăк савăнăç.

Шел, кирек епле савăнăçăн та тỹнтер енĕ пур. Çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнманнипе, çул çитменнисемпе сиксе тухакан инкек-синкек те юнашарах. Йăнăшасси ачасемпе çамрăксен те, водительсен те пулать. Çавăнпа икĕ енĕн те çулсем çинче çав тери асăрхануллă, яваплă пулмалла.

Самокат хуçисен çакна асра тытмалла:

- çул-йĕр çинчи паллăсене (дорожные знаки) тимлĕ пăхмалла, ятарлă паллăсене пăхăнса ярăнмалла;

 - çул çине тухиччен самоката тĕрĕслемелле: тормоз, газ рычагĕ ĕçлени, аккумулятор çителĕклĕ заряд илни пирки ĕненмелле;

- самоката тĕрĕс тытса пымалла: урана çирĕп пусмалла, руле икĕ алăпа тытмалла, хăвăртлăха хуллен ỹстермелле, тормоз çине маларах тата майĕпен пусмалла;

- хăвăртлăха пысăк ỹстермелле мар (вăл сехетре 20_25 км, уйрăм вырăнта сехетре 15 км каймалла);

- велоçулпа пымалла; вăл пулмасан çуран çỹрекен çулпа, тротуарпа, автоçулăн хĕррипе сылтăм енче пымалла;

- самокат çине ỹсĕр пуçпа лармалла мар (алкоголь реакцине чакарать, ăна пула ỹкме тата ыттисемпе çапăнма пулать);

_ çул çинче питĕ тимлĕ пулмалла (телефонпа, наушникпа усă курмалла мар, пăрăнчăксенче тата маршрута улăштарнă чухне икĕ енне те пăхмалла, авариллĕ лару-тăрура çеç сасă сигналĕпе усă курмалла);

- пуçа _ шлем (аманасран сыхлать), çие çутатакан детальсем çыпăçтармалла (ытти водительсене асăрхама);

- çумăрта çула тухасран тытăнса тăмалла (çул шуçлаккипе тĕрĕс мар пыма-кĕрсе кайма пулать). Электровелосипедистсен çакна пăхăнмалла:

- çула тухиччен транспорта тĕрĕслемелле: электрокомпонент хатĕрĕсем, седло тĕрĕс вырнаçнă-и, газ ручки йĕркеллĕ ĕçлет-и;

- электровелосипедăн хыçал енĕнче куç кĕски пулмалла; çутă приборĕсенчен малта _ шурă, хыçалта хĕрлĕ хунарсем кирлĕ;

- тĕттĕм вăхăтра çутă приборĕсене çутмалла (ыттисем асăрхаччăр);

- транспорт тиевлĕ пулсан, ыттисене чăрмав ан кỹтĕр (тăршшĕпе те, сарлакăшĕпе те 0,5 метртан иртсе ан кайтăр);

- питĕ тимлĕ те асăрхануллă пымалла, çул-йĕр правилисемпе тĕрĕс усă курмалла.

Çỹлерехри правилăсемпе йĕркене кашниех пăхăнсан çул çинче инкек пулмĕ. Ашшĕ-амăшĕн, педагогсен ачасене çул-йĕр правилисем çинчен аса илтерсех тăмалла; вĕсене тăтăшах тимлĕхре тытмалла.

З.Свеклова.



28 марта 2025
12:00
Поделиться