«Колосок» _ иккĕмĕш вырăнта
ШКУЛСЕНЧИ спорт клубĕсен 2024-2025-вĕренỹ çулĕнчи республика фестивалĕ вĕçленнĕ. Вăл февралĕн 28-мĕшĕнче пуçланса мартăн 18-мĕшĕччен иртнĕ, вĕренекенсем спорт ориентировкинче, çăмăл атлетикăра тата 3х3 баскетбол вăййинче ăмăртнă. Фестиваль кăтартăвĕ тăрăх, Шăмăршă вăтам шкулĕнчи «Колосок» спорт клубĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Чăваш Республики Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе вĕренекенсен спорт ăмăртăвĕсем кашни çулах иртеççĕ, çамрăк ăру сывă пурнăç йĕркине килĕштерни кăмăла çĕклет.