Кутăнла ят
ЗАГС уйрăмне вăтăралла çывăхарса пыракан арçын кĕчĕ те, заведующие сывлăх суннă хыççăн хăй ача ятне çыртарма килни çинчен пĕлтерчĕ.
_ Мĕнле ят парасшăн-ха хăвăрăн хĕр пĕрчине? _ интересленчĕ ЗАГС ĕçченĕ. _ Алина, Галина, Малина е урăххине?
_ Ят тупрăм-ха, _ хуравларĕ арçын. _ Ятак!
_ Ятак? Илтмен ун пек ята хальччен. Мĕне пĕлтерет вăл?
_ Мĕне пĕлтернине хам çеç пĕлетĕп. Арăмăн та ун пирки пĕлме юрамасть. Манăн пĕрремĕш юрату ячĕ вăл.
_ Сирĕн савнийĕр Ятак ятлă пулнă-и?
_ Ятак мар та-ха ĕнтĕ... Анчах çавăн евĕрлĕ. Ятака хыçалтан малалла вулăр-ха!
_ Ятак... Катя! _ савăнсах кайрĕ ЗАГС хуçи. _ «Катя» ят парăр ăна! Катя, Екатерина _ мĕнешкел илемлĕ ят! Раççей историйĕнче Кĕтерне патша та пулнă.
_ Çук çав... _ пăшăрханса сăмахларĕ ача ашшĕ. _ «Катя» ят парсан арăмпа хирĕçỹ тухма пултарать, манăн пĕрремĕш юратăва лайăх паллать вăл. Манăн вара малтанхи савние те манас килмест, арăмпа та килĕштерсе пурăнма ĕмĕтленетĕп. Çырăр «Ятак» тесе _ урăхла ят кирлĕ мар!
ЗАГС ĕçченĕ, ним тума аптăраса ỹкнĕскер, арçынна пĕр эрне шухăшласа пăхма сĕнỹ пачĕ. Эрне хушшинче, тен, урăхла ят та тупăнĕ? Темшĕн, документ çине «Ятак» тесе çырасшăн пулмарĕ вăл. Пĕр шутласан вара мĕн тĕлĕнмелли: халĕ мĕнле кăна ят тупмаççĕ-ши çамрăк мăшăрсем?
Купăс Иванĕ.