Литературăна юратма вĕрентетчĕ

Литературăна юратма вĕрентетчĕ

И.Н.УЛЬЯНОВ ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чух пире наука тĕнчинче ырă ят çĕнсе илнĕ ăсчахсем тарăн пĕлỹ парассишĕн тăрăшнă. М.Р.Федотов, И.А.Андреев, И.П.Павлов, С.П.Юшков, Г.Я.Хлебников, В.С.Эзенкин, И.Д.Кузнецов, В.Я.Канюков, И.И.Одюков, И.А.Зотов тата ытти профессорсемпе наука кандидачĕсене _ вĕренсе тухнăранпа нумай çул иртсен те _ çав-çавах манаймастăп.

Совет Союзĕнчи халăхсен литературине, каярахпа ют çĕр-шывсен литературине пире филологи наукисен кандидачĕНиколай Степанович Дедушкин вĕрентетчĕ. Сарлака шăм-шаклă, лутрарах кăна пỹллĕ, васкамасăр, ăслă калаçакан доцента студентсем питĕ хисеплетчĕç. Пирĕнтен нумайăшĕ Николай Степанович университета киличчен Чăваш АССР Писательсен Союзĕн председателĕнче ĕçленине пĕлетчĕ. Тата вăл паллă критик-литературовед пулнине те илтнĕ, хаçат-журналта пичетленнĕ статйисене вуланă.

Ас тăватăп-ха, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи паллă произведенисем çинчен каланă чух Николай Дедушкин фронтра çапăçнă писательсене çывăх паллани пирки пĕлтернĕччĕ. Вĕсене ятран асăнса та тухрĕ.

Николай Степанович Дедушкин 1915-çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Элшел ялĕнче çуралса ỹснĕ. Хусан педагогика техникумĕнче, Шупашкара килсе педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1940- çулта Хĕрлĕ Çара кайнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан малтанхи кунсенчен тытăнсах çапăçакан çарта тăнă. Взвод командирĕ, 15-мĕш Армин политпайĕн аслă инструкторĕ пулнă. Çар службинче полковника çити çĕкленнĕ. Вăрçăри паттăрлăхшăн Тăван çĕр-шыв ăна икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, Аттелĕх вăрçин I-тата II-степеньлĕ орденĕпе, 9 медальпе чысланă.

Фронтран таврăнсан Николай Дедушкин шкул директорĕнче, Чăваш АССР Писательсен Союзĕн председателĕнче вăй хунă. Литература тĕпчевĕпе хытă интересленнĕ май, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлеме пуçланă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи литературăна хак парса 7 монографи, вун-вун статья çырнă. «Чувашская литература периода Великой Отечественной войны», «Пăшалпа та, перопа та», «Кун-çул уттинче» тата ытти кĕнекине вулакансем юратса йышăннă.

Николай Степановича эпĕ вăл манăн диплом ĕçĕн наука ертỹçи пулнипе те питĕ çывăха хуратăп. В.В.Бараев-Сĕркке поэт пултарулăхĕ пирки пысăк ĕç çырнă чух Дедушкин мана нумай пулăшрĕ. Диплом ĕçне хак пама Чăваш халăх писательне Илпек Микулайне те явăçтарчĕ. Николай Дедушкин та, Илпек Микулайĕ те Владимир Бараев-Сĕрккене лайăх палланă, çавна май диплом ĕçне нумай çĕнĕлĕх кĕртме пулăшрĕç.

Николай Дедушкин чăваш писателĕсемпе пĕрле Шăмăршăра та темиçе хутчен пулчĕ, Бараевпа Илпек юбилейĕсене паллă тума та килнĕччĕ. Хăйĕн кĕнекисене район библиотекине те парнелесе хăварнăччĕ.

Мартăн 28-мĕшĕнче Н.С.Дедушкин çуралнăранпа 110 çул çитет. Кăçал эпир çавăн пекех Илпек Микулайĕпе Владимир Бараев-Сĕркке юбилейĕсене те паллă тăватпăр. Виççĕшĕ те _ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă çынсем. Пĕри _ аслă лейтенант, тепри _ майор, виççĕмĕшĕ полковник пулнă. Вĕсен ячĕсем _ пирĕн чĕрере.

Ив.САЛАНДАЕВ.



28 марта 2025
11:10
Поделиться