Наркотик вилĕм патне илсе пырать
ЮЛАШКИ çулсенче наркотиксемпе тĕрлĕ психоактивлă япаласем пирĕн обществăшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Раççейре наркотик серепине лекнĕ 550 пине яхăн, Чăваш Республикинче 3 пине яхăн çынна шута илнĕ. Çапах та ку вăл _ статистика кăна, нарколог тухтăрсем патне лекменнисен шучĕ те, паллах, пĕчĕк мар. Тĕпрен илсен, çак серепене 18-30 çулти çамрăксем çакланнине палăртмалла. Наркоманипе чирлисен йышĕ Чăваш Енпе чикĕллĕ регионсенче (Тутарстан, Чулхула тата Ульяновск облаçĕсем) ытларах пулнине асăнмалла.
Уйрăмах çула çитмен ачасем хăрушлăх ушкăнне кĕреççĕ, мĕншĕн тесен ăс-тăнĕ çирĕпленсе çитменнипе аслăраххисен витĕмне хăвăрт çакланаççĕ. Тата ачасен пурнăçĕ ытларах çемьери лару-тăрураран, тус-юлташĕн ушкăнĕнчен килет.
Çавăнпа та вĕсене мĕн пĕчĕкрен, ача садне çỹренĕ вăхăтрах, сывă пурнăç йĕркине тытма вĕрентсе-хăнăхтарса пымалла.
Ача шкула кайсан ăна кружоксене, секцие çырăнтармалла, спортпа туслаштармалла. Ача психотроплă япаласем тутанма пуçланине çак паллăсем кăтартаççĕ:
_ шкулта япăх вĕренме пуçлать;
_ малтан килĕшнĕ япаласем патне интерес çухатать;
_ кăмăл-туйăмĕ, ыйхă вăхăчĕ час-часах улшăнать, апат питĕ сахал çиет;
_ куç шăрçисем пĕчĕккĕ е сарăхса кайнă;
_ çĕнĕ юлташсемпе туслашма пуçлать тата вĕсемпе ашшĕ-амăшĕнчен вăрттăн калаçать;
_ килтен укçа çухалнине сисме пулать;
_ япаласем хушшинче шприцсем, тĕрлĕ хутăшлă пакетсем, пипеткăсем тупма пулать.
Наркотикпе минренĕ çын хăйне урăхла, ỹсĕр çын майлăрах тытать, хăш чухне сăлтавсăрах кулать е çилленсе каять, куçĕсем йăлтăртатаççĕ, ыйтусем çине тĕлли-паллисĕр хуравлать, хăвăрт хĕрỹлленсе калаçать.
Шута илмелле: наркотик витĕмĕ кĕске вăхăтлăха кăна. Витĕмĕ пĕтсенех асапĕ пуçланать, çын хăйне япăх туйма пуçлать. Вара вăл каллех туйăмне лайăхлатма наркотик шырама тытăнать.
Çакна каласа хăварасшăн: пирĕн республикăра наркоманипе чирлисене тата вĕсен çывăх çыннисене пулăшу пама услови пур. Республикăн наркологи диспансерĕнче наркологсем, психологсем, социаллă пулăшу паракан специалистсем ĕçлеççĕ.
Çакăн пек пулăшăва илме наркологи диспансерĕн Шупашкарти Пирогов урамĕнчи 6-мĕш çуртра вырнаçнă реабилитаци уйрăмне кайма сĕнетпĕр. (8352) 23-41-82, (8352) 58-03-84, (8352) 62-63-63 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.
Н.ПОЛИКАРПОВ, Шăмăршă район тĕп больницин наркологĕ.