Наркотике сивлекен акци

МАРТĂН 10-мĕшĕнче çĕр-шывра ведомствăсем хушшинчи «Таса ăру-2025» профилактика акцийĕ старт илнĕ. Акцие çул çитмен çамрăксем наркотикпа тата ăс-тăна пăтратакан ытти препаратпа усă курнине сивлес, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕллевпе ирттереççĕ.

Шăмăршă муниципалитет округĕнчи право йĕркине сыхлакан органсен тата медицина учрежденийĕсен представителĕсем çамрăксем хушшинче пулса наркотикпа усă курнин хăрушлăхĕ çинчен каласа ăнлантараççĕ, сывă пурнăç йĕркине суйласа илме чĕнсе калаççĕ.



28 марта 2025
10:28
Поделиться