Несĕлсен еткерлĕхĕпе паллашрĕç
Тăван халăхăн аваллăхне, культурине, традицийĕсемпе йăли-йĕркине кашни çыннăн пĕлмелле. Çакна веçех ăруран ăрăва куçмашкăн май туса памалла.
Шăмăршăри мультикультура библиотекинче Пушкин карттипе «Несĕлсен еткерлĕхĕ» этноквиз иртрĕ. Унта Шăмăршă вăтам шкулĕн 8в класĕ (ертỹçи _ Валерий Петров) хутшăнчĕ. Мероприяти кăсăклă та усăллă ăс-хакăл вăййипе çыхăнчĕ. Аваллăха тăватă раунд _ «Традицисемпе йăла-йĕрке», «Наци апат-çимĕçĕ», «Халăх çи-пуçĕ», «Кĕвĕ-юрă тата ташăсем» _ ертсе кĕчĕ. Кашнийĕ Раççей халăхĕсен культурине, традицийĕсене куç умне кăларчĕ. Вĕренекенсем халăх сăнавне, тупмалли юмахсене, ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Вĕсенче шăпах халăх ăс-хакăлĕ упранать-çке. «Раççейри халăхсен традицийĕсемпе йăли-йĕрки» видеопрезентацийĕ мероприятие чĕрĕлĕх кỹчĕ.
Шкул ачисем лайăх пĕлỹпе палăрчĕç. Вĕсен кăмăл-туйăмĕ, кĕнеке вулас туртăмĕ, пĕлĕве çирĕплетес ăнтăлăвĕ самантсерен сисĕнчĕç. Тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнисем грамотăна тата пылак çимĕçе тивĕçрĕç.
О.Тимофеева, Шăмăршăри мультикультура библиотекин методика пайĕн заведующийĕ.