Николай Куприянова асăнса

ÇАК кунсенче Шăмăршă вăтам шкулĕн спорт залĕнче округри паллă спортсмена, СССР спорт мастерĕн кандидатне Николай Анатольевич Куприянова асăнса мини-футболла вылярĕç. Турнира пурĕ 8 команда хутшăнчĕ. Чи лайăх выляканни «Шемурша 20Ç» команда пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ «Шемурша 30Ç» тата «Шемурша 40Ç» командăсем. «Чи лайăх вратарь» _ Матвей Бибуков, «Чи лайăх тапăнса вылякан» _ Михаил Яковлев, «Чи лайăх хỹтĕлевçĕ» _ Анатолий Герасимов, «Чи нумай гол кĕртекен» Валерий Кудряшов пулчĕç.



28 марта 2025
10:29
Поделиться