Олег Николаев культурăшăн тăрăшни савăнтарать
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев культура ыйтăвĕсене малти вырăна хуни савăнтарать. 120 ытла наци çынни пурăнакан регионта урăхла пулма та пултараймасть паллах. Çавăнпа та республикăра культура тытăмне аталантарас тĕлĕшпе питĕ нумай ĕç тăваççĕ. Сăмахран, юлашки пилĕк çулта 35 Культура çурчĕ хута янă. Ку _ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ялсенчи Культура çурчĕсене пырса кĕретĕн те _ таса, тирпейлĕ, хăтлă, кулленхи ĕçре кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă. Халăха канма, вăхăта усăллă ирттерме услови çителĕклĕ.
Иртнĕ çул пирĕн ялти Культура çуртне тĕпрен юсаса çĕнетни _ манăн сăмахсене çирĕплетекен ырă тĕслĕх. Пурĕ 4 634 750 тенкĕлĕх юсав ĕçĕ тунă. Халĕ кунта хулари культура учрежденийĕнчен пĕрре те кая мар.
Республикăра Чăваш тĕррин кунне паллă туни те _ Олег Николаевăн ырă пуçарăвĕ. Олег Николаев пуçарнă «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проекта пурнăçлама çĕр-шыври 200-е яхăн ăста хутшăннă. Вĕсем кашни хăйĕн территорине ку е вăл халăх эрешĕсемпе усă курса тĕрленĕ. Шăпах çавăнпа ĕнтĕ питĕ хитре тĕрĕллĕ Раççей пулса тухнă, карттăпа паллашсан Тăван çĕр-шывăн мăнаçлăхне, хăйне евĕрлĕхне уççăн курма пулать. Паллах, куншăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева тав тумалла.
А.ЛУКИАНОВА, Анат Чаткас ял библиотекин заведующийĕ.