Паттăрсем Шăмăршăра çитĕнеççĕ
ÇАК кунсенче Патăрьелĕнче тутар нацийĕн «Кореш» кĕрешĕвĕнче мала тухассишĕн республика ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн дзюдо тата самбо уйрăмĕсенче вĕренекенсем те хутшăннă.
2011-2012-çулсенче çуралнă, йывăрăшĕ 65 килограма çитичченхи спортсменсем хушшинче Дмитрий Брусов ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. 2009-2010-çулсенче çуралнă, йывăрăшĕ 65 килограма çитичченхи кĕрешỹçĕсен ăмăртăвĕнче Вадим Степанов çĕнтернĕ.
2007-2008-çулсенчи, йывăрăшĕ 65 килограма çитичченхи спортсменсем хушшинче те Шăмăршă каччи Антон Кудряшов ылтăн медаль хуçи пулса тăнă. Йывăрăшĕ 110 килограма çитичченхи кĕрешỹçĕсен тупăшăвĕнче пирĕн Александр Масленников иккĕмĕш вырăна тухнă.
А.ИЧАНКИН.