«Петя çывăрать»

Хула урамĕнче пĕр çăмăл машинăна ГАИ инспекторĕ чарать.

_ Ытла пысăк хăвăртлăхпа çỹретĕр, гражданин!

_ ?

_ «Выртакан полицейски» патĕнче хăвăртлăха чакармарăр.

_ Куçĕ начар курманнипе машинăна чарса ĕлкĕреймерĕ çав, _ тет водителĕн юнашар ларакан мăшăрĕ.

_ Водитель правине кăтартăр!

_ Кунта çук-ха вăл, икĕ çуллăха «лишать» тунипе, пĕрле илсе çỹреместпĕр.

_ Мĕнле çын Эсир? Халех паспортăра кăтартăр! _ сассине хытарать инспектор.

_ Çук вăл. Ăна упăшкам паçăр машина чỹречинчен ывăтрĕ.

_ Мĕншĕн!?

_ Ỹсĕрле çакăн пек хăтланать вăл!

_ Водитель юлташ, Эсир мĕншĕн Хăвăр калаçмастăр манпа?

_ Ара, курмастăр-им, инспектор юлташ, Петя çывăрать, _ хурав парать шофер арăмĕ.

З.Воробьева йĕркеленĕ.



28 марта 2025
12:00
Поделиться