Пин те тăхăр çĕр хĕрĕх виççĕмĕш çул

Тимĕр çунсан та, салтак парăнман
1943-çулхи çу кунĕсенче Курск пĕккинче çав тери пысăк çапăçу пулнине эпĕ кĕнеке тăрăх мар, чĕрĕ фронтовиксем каласа панă тăрăх лайăх пĕлнĕ. Кунта Совет Союзĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен тата гитлерла вермахтăн 13 пине яхăн танкĕпе хăй çỹрен орудийĕ куçа-куçăн тăрса çапăçнă, тỹпере 12 пин çар самолечĕ бомба хыççăн бомба пăрахнă, икĕ енчен 4 миллион ытла çын хутшăннă. Курск пĕккинчи пек танк çапăçăвĕ хальччен нихăçан та пулман. Кунта пирĕн çарсем 500 пине яхăн гитлеровеца, 1500 танка, 3000 орудие, 3700 ытла çар самолетне тĕп тунă.
Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ Совет Çарĕн отставкăри полковникĕ Михаил Александрович ЮМАНОВ каласа панинчен:
«1943-çулхи июнь уйăхĕнче мана йывăр танкпа хăй çỹрен артиллери полкĕн комсоргĕ пулма суйларĕç. Пирĕн полк Курск пĕккинчи хаяр çапăçăва тỹрремĕнех хутшăнчĕ. Эпĕ Совет Çарĕн Генеральнăй штабĕн начальникне, Верховнăй Главнокомандовани представительне, Совет Союзĕн Маршалне Александр Михайлович Василевские тата ытти пысăк офицера темиçе те курнă. Александр Василевский артиллеристсемпе тĕл пулнă чух яланах хавхалантарса хăваратчĕ, Çĕнтерỹ пулассине çирĕп ĕненме хушатчĕ.
...1943-çулхи июль уйăхĕнче гитлеровецсем наступлени пуçларĕç. Пирĕн батарея çине фашист самолечĕ бомба пăрахнипе оруди хытă сиенленчĕ. Эпир юлашки снарядсемпе перетпĕр.
«Каялла чакмастпăр, вилсен те кунтах вилетпĕр!» _ пĕлтертĕм эпĕ телефонпа штаба. Пирĕн 28 тупă фашистсен 102 танкне тĕл тивертсе аркатма пултарчĕ. Пире пулăшма хамăрăннисем килнĕ чух манăн юлташсем пурте тенĕ пекех аманнăччĕ, апла пулин те батарея пеме чарăнмарĕ». Михаил Юманова çак çапăçушăн Тăван çĕр-шыв Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. Тепĕр çапăçура вăл Аслă Аттелĕх вăрçин орденне илме тивĕçнĕ. 1944-1945-çулсенче танк батальонĕн парторгĕ пулса службăра тăнă. Асанкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ Василий Алексеевич Степанов каласа панинчен: «Эпĕ ун чух противотанковый оруди командирĕччĕ. Вуншар нимĕç танкĕ пирĕн еннелле ыткăнса килет. Тупăран переççĕ, пулеметпа çунтараççĕ. Совет салтакĕсем пĕр хăрамасăр, пурнăçа шеллемесĕр танксене тĕллесе переççĕ. Ăçта пăхатăн _ унта нимĕç танкĕсем çунаççĕ, пирĕн те çухату пĕчĕк мар. Оруди стройран тухать, боецсем паттăрла çапăçса Тăван çĕр-шывшăн пуç хураççĕ...
Хамăрăн расчетран эпĕ пĕччен кăна сывă юлтăм. Унччен эпир тăшманăн 3 танкне çунтарса ятăмăр. Çакăншăн мана Тăван çĕр-шыв Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе хавхалантарчĕ. Курск пĕккинчи тепĕр çапăçушăн иккĕмĕш хут Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕç пултăм, «Паттăрлăхшăн» («За отвагу») медальпе те чысларĕç.
...Манăн юлашки «маршрут» Краков-Берлин пулчĕ. Тăшмана хăйĕн йăвинче _ Берлинта çапса аркатрăмăр. Çĕнтерỹ кунне Берлинта уявларăмăр».
Гварди аслă сержантне Василий Степанова Тăван çĕр-шыв Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата темиçе медальпе чысланă, Совет Союзĕн Маршалĕ Иван Степанович Конев хăй алă пусса чăваш каччине Грамотăпа мухтанă. Курск пĕккин тепĕр участникне _ Пăчăрлă Пашьел ялĕнче пурăнакан Александр Иванович Гармонщикова _ «Орелпа Курск çапăçăвĕ пулнăранпа 80 çул çитнĕ ятпа» асăну медалĕпе чыслани çинчен эпир «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра маларах çырнăччĕ. Курск пĕккинчи хаяр çапăçура пуç хунисен вил тăприне шырав ушкăнĕсем халĕ те тупса палăртаççĕ. Акă 1906-çулта çуралнă, Шăмăршă военкомачĕ фронта илнĕ Никандр Григорьевич Яковлев курсант (ял ячĕ паллă мар) 1943-çулхи мартăн 4-мĕшĕнчи çапăçура вилнĕ. Ăна Орел облаçĕнчи Верховский районне кĕрекен Большая Колодезь ялĕнчи масара пытарнă.
Тен, Никандр Яковлевăн тăванĕсем тупăнĕç? Паттăрсем хыпарсăр çухалма тивĕçлĕ мар. Шăмăршă тăрăхĕнче Яковлев хушамат нумай тĕл пулсан та, Никандр ятлине шыраса тупма май килессе шанатпăр.
Ялта та нуша тỸснĕ
1943-Çулта çу каçиччен тенĕ пекех çумăр çунă. Çу йĕпе килнине кура айлăм пахчасенчи çĕр улми çĕрсе кайнă. Çавна пула ял çыннисемшĕн хăрушă выçлăх пуçланнă. Колхозра ĕçленĕшĕн правлени ĕç кунĕ пуçне нимĕн чухлĕ те тырă парайман. Вăрлăх хывнисĕр пуçне, кĕлет пỹлмисенче тырă пачах та юлман _ веçех патшалăха ăсатнă.
Çуркунне юр кайсанах ял халăхĕ пылчăк тăрăх çĕтĕк чăлха-çăпатапа колхозăн пĕлтĕрхи улма ани çине крахмал пуçтарма çỹренĕ.
Вăрман хĕрринчи ялсене кăштах çăмăлрах пулнă. Выçăпа аптăранă çынсем пĕчĕк çунашка çине вутă тиесе Упи пасарне е Улхаша çитиех кайнă. Çак нуша вуттине темиçе килограмм çĕр улмипе улăштарса таврăннă.
Выçлăх пуласса сиссе çынсем кĕркунне юман йĕкеле пухса хатĕрленĕ, хĕлле шĕшкĕ йывăççин икĕ юплĕ кăчкине татма çỹренĕ. Вĕсене типĕтнĕ хыççăн килĕре тỹсе çăнăх тунă, унпа пашалу пĕçерсе хырăма улталанă. Колхозра выльăх вилсен тушкаран какай каса-каса илсе яшка пĕçернĕ.
1943-çулхи мартăн 3-мĕшĕнче Шăмăршă районĕ шефа илнĕ госпиталь валли 162 килограмм _ аш-какай, 29 килограмм _ тăварланă сар çу, 65 килограмм _ пыл тата 4655 тенкĕ укçа пухса панă. Августăн 29-мĕшĕнче Шăмăршăран Канаша «Хĕрлĕ обоз» тухса кайнă: 78 тонна тырă, Сталинград облаçĕ валли 100 пуç сурăх тата апат-çимĕç леçнĕ. Ноябрĕн 20-мĕшĕнче тепĕр «хĕрлĕ обоз» йĕркелесе Оборона фондне 1000 пăт тырă ăсатнă. 1943-çулта патшалăхăн иккĕмĕш кăларăмри займне районĕпе 3 миллион тенкĕлĕх çырăннă, 227,6 пин тенкине çийĕнчех тỹлесе татнă. Районти шкулсем газогенераторлă тракторсем валли юманпа хурăн шакмакĕ хатĕрленĕ, шакмака хĕвел çинче типĕтсе Шăмăршăри МТСа турттарса килмелле пулнă.
Ив.САЛАНДАЕВ.