«Пỹрнесĕр те эпĕ юлнă...»
Тĕнче вăранать, çут çанталăк ăшăтса пырать. Пуш уйăхĕнчех ял хуçалăхĕсенче çурхи ака-суха ĕçĕсене чăрмавсăр ирттерме хатĕрленеççĕ. Ворошилов ячĕллĕ хуçалăхра та çавах. Кунта икĕ бригада: çырман пĕр енче _ пĕрремĕш, тепĕр енче _ иккĕмĕш.
Пирĕн Ваççана _ пултарулăхĕ, яваплăхĕ çỹллĕ шайра тесе _ пĕрремĕш бригадăна ертсе пыма шанчĕç. Çанă тавăрсах тăрăшать, çур акине çине тăрсах хатĕрленет халь çĕнĕ бригадир.
Кĕлетре тырă вăрлăхĕ хатĕрлеççĕ: çỹп-çапран тасатмалла, кондицие кĕртмелле. Çак ĕçе тума хĕрарăмсене явăçтарнă. Кам мĕнле ĕçленине, миçен пулнине бригадир куçран вĕçертмест, тĕрĕслесех тăрать.
Каярахпа уявра е хăнара бригадир ĕçĕ çинчен аса илсе ташша ярать:
_ Хусанта та эпĕ пулнă,
Мускавра та пулнă,
Ворошилов колхозĕнче
Бригадир та пулнă,
Пỹрнесĕр те эпĕ юлнă, _ тесе такмаклать.
Нумайăшĕ Ваççапа мĕн пулнине пĕлмен. Пĕлекенсем вара çапла каласа панă.
... Пĕррехинче кĕлетре ĕçлекенсем Ваççа бригадир куриччен кунти тырра кĕсйисене тултарнă. Инкеке, бригадир курнă кăна мар, хĕрарăмсем калаçнине итлесе те тăнă. Тырă сортлакансене хăратмалла:
_ Эсир çапла-и, тулă вăрлама шутларăр-и-ха! _ тесе кĕлет алăкне тул енчен хупса лартнă, çăра вырнаçтаракан вырăна шĕвĕр пỹрнине чиксе хунă.
Сехри хăпнă хĕрарăмсем чупса пырса алăка тĕртеççĕ _ уçăлать хайхи. Ваççан шĕвĕр пỹрни нумай тытăнса тăрайман çăра вырăнĕнче. Çапла вара пултаруллă та яваплă бригадир кĕтмен çĕртен пỹрнесĕр тăрса юлать. Çавна пулах, мулкачсем хыççăн пăшал йăтса хăваласа çỹреме пăрахать.
Шуркка Петти, Шăмăршă ялĕ.