Пĕрремĕш класа кайма

Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнче ирпе 8.00 сехетрен пуçласа пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсен 1-класне кайма заявлени йышăнма пуçлаççĕ. Заявленисене 2 тапхăрпа _ ача хăш вырăнта пурăннине кура _ июнĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Июлĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 5-мĕшĕччен _ хăш вырăнта пурăннине пăхмасăр _ йышăнма палăртнă.

Заявление виçĕ майпа пама пулать: ача ашшĕ-амăшĕ (законлă представителĕ) шкула пырса çырнипе (хăйсен харпăрлăхне кăтартакан документа _ паспорта _ кăтартмалла), ăна заказлă çырупа почта урлă çитерсе, Патшалăх çăмăллăхĕсен порталĕ урлă «Ачана шкула кайма çырăнтарасси» («Запись ребенка в школу») раздела кĕрсе çырăннипе.

1-класа вĕренме кĕмешкĕн çак документсем кирлĕ:

- ача ашшĕ-амăшĕн (законлă представителĕн) хăйсен харпăрлăхне кăтартакан документ _ паспорт;

- ача çуралнине çирĕплетекен свидетельство (заявлени çыраканăн тăванлăха çирĕплетекен докуменчĕ);

- опекăна е попечительствăна ĕнентерекен документ;

- ача хăш вырăнта пурăннине (куçса килнине) çирĕплетекен документ е хăш вырăнта пурăннине регистрациленине кăтартакан справка;

- черетсĕр кĕме е пирвайхи йышăнăва тивĕçлĕ ачан ашшĕ-амăшĕн (законлă представителĕн) ĕçĕнчен панă справка;

- ача ашшĕ-амăшĕ (законлă представителĕн) ют çĕр-шыв гражданĕсем е гражданлăхсăр пулсан, заявлени параканăн (законлă представителĕн) Раççей Федерацийĕнче пулнине (пребывание) çирĕплетекен документ пулмалла;

ку тĕслĕхре пĕтĕм документа вырăс чĕлхипе çырмалла (вырăсла куçармалла).

Заявлени копийĕсем вĕренỹ учрежденийĕнче ача кунта пĕлỹпе воспитани илнĕ тапхăр тăршшĕпе упранаççĕ.

Н.Ендиеров, округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ.



28 марта 2025
10:08
Поделиться