Салтаксене _ пысăк тимлĕх

Шăмăршăра пурăнакан Гелия Хамдеева волонтер ĕçĕпе, чăннипех те, тĕлĕнтерет.

Çак кунсенче Гелия Керимулловна Хусанти çар госпитальне çитсе килнĕ. Кунта сипленекен ентешĕмĕрпе тĕл пулнă, ун сывлăхĕпе кăсăкланнă, ăна тата ытти салтака ăшă сăмахпа хавхалантарнă. Хăй тата ачисен ятĕнчен питех те кирлĕ гигиена хатĕрĕсем, кучченеç парса хăварнă.

Çавăн пекех хастар хĕрарăм малти линие каякан тепĕр ентешĕмĕртен 38 окоп çурти (вĕсене Константин Емельянов «кĕмĕл» волонтер ăсталанă), вуншар-вуншар аялти кĕпе-йĕм, футболка, ăшă чăлха, пена, супăнь, нỹрĕ салфетка (хăй туяннă) парса янă. Каласа хăвармалла, контрактникран бронетехника валли 15 маскировка сетки, тепловизортан хỹтĕленмелли плащсем тата ытти кирлĕ япала (вĕсене округри волонтерсем хатĕрленĕ) парса янă. Гуманитари пулăшăвĕ Курск облаçне тата Луганск Халăх Республикине çитмелле. Ырă чунлă çыннăмăрсен пархатарлă ĕçĕ _ ыттисемшĕн çутă тĕслĕх.

З.Воробьева.



28 марта 2025
10:31
Поделиться