Шăмăрш Ен çулĕ лайăх пулĕ

Шăмăрш Ен çулĕ лайăх пулĕ

«ШĂМĂРШĂ районĕнчи хăш пуçлăх шăтăк-шăтăклă сыр хатĕрлемелли рецептпа çул тунă çĕрте усă курма сĕннĕ-ши?» _ çакăн пек çыру килчĕ редакцие.

Вулакан сĕнỹ те парать: çỹп-çап пакечĕ 300 çулсăр та çĕрмест пулсан, Шăмăршă çулĕ çине целлофан сарсан лайăхрах мар-ши? Мĕн чухлĕ укçа перекетленĕччĕ! Пирĕн асфальт икĕ-виçĕ уйăхранах арканать вĕт-ха...»

Çыру Кулăш кунĕ умĕн çитрĕ пулин те, çул _ пĕрре те кулмалли япала мар. Ахальтен мар ĕнтĕ водительсем çапла калаççĕ: «Çуркунне çитрĕ. Чи малтан асфальт ирĕлчĕ». Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурте усă куракан çул 291,4 километра тăсăлать. Çав шутра: федераци пĕлтерĕшлĕ «Çĕрпỹ _ Ульяновск» А-151 çул _ 16 километр, республика пĕлтерĕшлĕ «Шăмăршă_Суйкăн_ Алтышево_Аниш» çул _ 23,1 километр, вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул _ 252,3 километр.

Шăпах вырăнти пĕлтерĕшли тарăхтарать те пирĕн водительсене. Çак çул Шăмăршă муниципалитет округĕн харпăрлăхĕ шутланать. Çула юсаса йĕркене кĕртме 2025-çул валли 21 974 400,00 тенкĕ укçа уйăрнă: Чăваш Республикин бюджетĕнчен паракан субсиди _ 20 875 700,00 тенкĕ, вырăнти бюджет укçи _ 1 098 700,00 тенкĕ.

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çула юсаса _ çĕнетсе тăма муниципалитетăн 12 контрактне туса çирĕплетнĕ: икĕ контракчĕ _ ялпа ял хушшинчи çула, вунă контракчĕ ялти çула тытса тăма пулăшĕ.

К.Н.Гришняков уйрăм предпринимателĕн _ 7 473 088,00 тенкĕлĕх, В.А.Ярмушов уйрăм предпринимателĕн 5 808 938,00 тенкĕлĕх ĕç тумалла. Иккĕшĕ те 2025-çулхи декабрĕн 31-мĕшĕчченех çул çинче тăрăшĕç: пĕри _ Чаткас енче, тепри Чукал тăрăхĕнче.

Муниципалитет контрактĕнче 860 тăваткал метр чухлĕ шăтăк-путăка саплама (ямочный ремонт) палăртса хăварнă. Çул çинчи çĕр-çĕр шăтăка тултармашкăн 140 тонна ытла асфальтпа бетон хутăшне турттарма пăхнă. Хальхи вăхăтра «Шăмăршă_Анат Чаткас_Хĕрлĕ Васан» çул çинче ĕçхускалнă ĕнтĕ, округ центрĕнчен сапласа Хайпăлана çитнĕ. Апрельпе май уйăхĕсенче мĕн пур çула _ çав шутра хăш-пĕр ял урамĕнче те _ сапласа тухма шантараççĕ. Асфальт ванасран сыхланас тĕллевпе, Чăваш Республикинче мартăн 30-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ çулсемпе йывăр тиевлĕ транспортпа çỹрессине чараççĕ. Пирĕн Шăмăршă муниципалитет округĕнче те çакăн пек мера йышăнма палăртнă.

Апрелĕн 1-мĕшĕ ячĕпе сире пĕр ĕç сĕнесшĕн: Шăмăршă полицийĕн кантурĕ умĕнчи лапамри асфальт миçе çĕрте шăтнă-ши? Тĕрĕс хурав паракана Кулăш кунĕнче парне кĕтет.

Ив.САЛАНДАЕВ.



28 марта 2025
10:09
Поделиться