«Сывлăх çирĕплĕхĕ _ хамăрта»
Çак сăмахсене илтетĕн Кивĕ Чукал çыннисенчен. Питĕ ырă пулăма темиçе çул каяллах йăлана кĕртрĕç вĕсем: ушкăнпа кунсерен Скандинави уттипе утса сывлăха çирĕплетеççĕ. Кăçалхи çул çỹреве Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалларĕç.
«Скандинави утти» чатра миçере, ăçта пухăнмаллине пĕлтереççĕ. Унтан вуншар çын çула тухать. Çывăхри вăрман витĕр 5 çухрăм утса чи çỹллĕ вырăна _ Шĕвĕр тỹпене _ çитеççĕ. Канмалăх термосри курăк чейне ĕçеççĕ. Каялла çаврăнаççĕ. Паллах, çул çинче юлашки хыпар-хăнара сỹтсе яваççĕ, черетлĕ концерт номерĕсем пирки канашлаççĕ (ытларахăшĕ _ ялăн Культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕн членĕсем). Вăрманпа киленнĕ май, юрла-юрла, кĕтмел çулçи, хыр папки-йĕкелĕ пухаççĕ. Кỹршĕллĕ Шамккай ялне _ Раççей Геройĕн Олег Долговăн çуралнă çурчĕ патне _ çитсе килесси те йăлара. Хĕллехи вăхăтра ку маршрутсем тăршшĕпех, йĕлтĕр йĕрĕ хывса, çут çанталăк илемĕпе киленсе ярăнаççĕ.
Çак ушкăн йĕркелỹçисем _ Галинăпа Николай Ивановсем. Вĕсене пĕр йыша пухнăшăн, сывă пурнăç йĕркипе çывăхлатнăшăн чунтан тав тăваççĕ юлташĕсем.
_ Çуран утни пире сывлăха тĕреклетме те (хăш-пĕрин юн пусăмне тата юнри сахăр шайне чакарма пулăшрĕ çул çỹрев), çут çанталăк ытамĕнче пулса ун ырлăхне илме те пулăшать, _ теççĕ кăмăлтан вăтам тата аслă ỹсĕмри арçынсемпе хĕрарăмсем.
И.Малеева. Кивĕ Чукал ялĕ.