Террорла ĕç ан пултăрах

МАРТĂН 21-мĕшĕнче округ администрацийĕнче терроризма хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна комисси председателĕ, округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин ертсе пынă. Ларура округра терроризмпа экстремизма хирĕç кĕрешес ĕç мĕнле пынине тишкерсе тухнă, çын нумай пуçтарăнакан спорт тата культура объекчĕсене уйрăмах тимлĕхре тытмаллине палăртнă.



28 марта 2025
10:30
Поделиться