Тыл ветеранне _ Президент саламĕ
ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂ ялĕнче пурăнакан тыл ветеранĕ Илья Михайлович Петров 95 çул тултарчĕ. Юбиляра саламлама Пуянкасси ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Сергей Петров килнĕ. Сергей Алексеевич ялти хисеплĕ ватă çынна Раççей Президенчĕ Владимир Путин янă Тав çырăвне пачĕ, çавăн пекех ун патне Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Сергей Галкинăн саламне те илсе çитерчĕ.
_ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсене чуна ыраттарса аса илетĕп, _ терĕ Илья Михайлович. _ Эпир _ вăрçă асапне ялта тỹссе ирттернисем _ пурнăç хакне аван пĕлетпĕр. Çĕр çинче вăрçă-харçă ан пултăрччĕ, пирĕн ачасемпе мăнуксем телей хĕвелĕ айĕнче пурăнччăр!