Типĕ курăка çунтарма юрамасть

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ çут çанталăк пушарĕсен сезонĕ пуçланчĕ. Мартăн 19-мĕшĕнче Комсомольски округĕнчи Тури Тимĕрчкасси ялĕнче _ такам чĕртсе янипе _ 150 тăваткал метр лаптăкра типĕ курăк çуннă, вут-çулăм çуртсем патнех çывăхарса пынă. Пушара сỹнтерме икĕ техника тата ултă пушарнăй хутшăннă.
МЧС специалисчĕсем çапла асăрхаттараççĕ: çут çанталăк пушарĕсен 90 проценчĕ çын факторĕпе çыхăннă. Трагеди ан пултăр тесен, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла: типĕ курăкпа йывăç турачĕсене çунтарма юрамасть, сỹнтермен сигарет тĕпĕ е шăрпăк пăрахса хăварни те инкек патне илсе çитерме пултарать. Çỹп-çапа уçă вырăнта çунтарни те хăрушă. Çак правилăсене пăхăнманнисене пысăк штраф кĕтет е уголовлă майпа явап тыттарма пултараççĕ.
М.ИЛЬИН, округри пушар хăрушсăрлăхне тĕрĕслекен тата профилактика ĕçĕн пай начальникĕ.