Тивĕç

«Уйрăм илес пулсан çынна,
Вăл халăх ырлăхĕшĕн,
Ун ăраскалĕшĕн пурнать, _ тесе çырнă Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай Совет Союзĕн Геройне Зоя Космодемьянскаяна халалланă «Таня» поэминче. Этем тивĕçĕ пирки калакан çак йĕркесем Палтиелĕнче пурăннă Сергей Филипповпа тỹрремĕнех çыхăнаççĕ.
Сергей Петрович ĕç тата вăрçă ветеранĕ, чăн- чăн çемье пуçĕ пулнă.
Хăй вăл Энтĕрьелĕнче 1923-çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Тăваттă тултаричченех çурма тăлăха юлнă: юратнă амăшĕ _ Надажда Спиридоновна _ чире пула, 4 ачине тăлăха хăварса, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Филипповсен кĕçĕнни _ Клавди хĕрĕ те ачаллах ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ахаль те çитмен пурнăçпа пурăнакан çемье çине хуйхă хыççăн хуйхă тиенет. Ашшĕ _ Петр Анисимович _ виçĕ ывăлне тĕрĕс-тĕкел ỹстерессишĕнех тепре авланать. Çапла, тăван мар амăшĕн ăшшипе çитĕнеççĕ пĕр тăвансем. Ĕçе хăнăхнипе пĕрлех Сергейпе пиччĕшĕсем пĕр-пĕрне упрама, çемьери туслăха хаклама вĕренеççĕ.
Ялти пуçламăш шкулта пĕлỹ пухать Сергей. 1941-çулта вăтам шкултан вĕренсе тухать, анчах фашистла Германи çарĕсем Совет Союзне тапăнса кĕни çамрăкăн чи çутă ĕмĕчĕсене сỹнтерет. Пĕрин хыççăн тепри Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме тухса каяççĕ Филипповсем. 47-ри ашшĕ Ленинград фронтне лекет. Василий Волхов фронтĕнче çапăçать, каярах хыпарсăр çухалать. Иван _ 1-мĕш Белорус фронтĕнче, летчик-бомбардировщик Бер- лина штурмланă çĕре те хутшăнать.
Вăрçă шăпин куркинчен кĕçĕн Филиппов та хура-шур «симпылне» ас тивет. Тин кăна вун саккăр тултарнă çамрăка 1941-çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче йĕтем çинче ĕçленĕ чухне повестка пырса параççĕ. Доброволецсен шучĕпе С.Филиппов ылханлă вăрçа тухса каять.
Малтанах, ноябрьччен, Хусанта запасри йĕлтĕрçĕсен 16-мĕш полкĕнче тăрать вăл. Нимĕçсем Мускав çывăхнех çитсен Çĕр-шывăмăрăн тĕп хулине хỹтĕлет. Хĕвел анăç фрончĕн 49-мĕш çарĕнче паттăррăн çапăçать. 1942-çулхи апрельте йывăр аманать. Чăваш салтакĕ Чулхула облаçĕнчи Бутырлино районĕнче сипленет. Аманнисем нумай пулнăран июнь уйăхĕнче Сергей Филиппова сывалса çитмесĕрех вăхăтлăха тăван ялне яраççĕ. Çакăн чухне Энтĕрьел каччи Палтиелĕн чипер те çепĕç чунлă, ĕçчен хĕрĕпе Юлия Козловăпа çырăнать.
Ноябрĕн 9-мĕшĕнче вара çамрăк арăм салтака фронта ăсатать. Хальхинче зенитлă артиллерин 1005-мĕш полкне лекет Филиппов. Малтанласа, илемлĕ те тĕрĕс çыраканскере аслă писарь ĕçне шанса параççĕ. Полк йышне, техникăпа хĕç-пăшала шута илнĕ вăл. Йĕри-тавра хаяр çапăçу пынă хушăра çак ĕçпе чăрманни канăçсăр чунлăскере килĕшмен. Хăй 6 уйăхлăх курсĕнче тивĕçлĕ пĕлỹ пухсан чăваш арне оруди командирне лартаççĕ. 37 миллиметрлă автомат-пушкăран перессине йĕркеленĕ вăл. Ленинграда хỹтĕленĕ. Унтан _ Эстони республикине. Эстони çĕрĕнчи тан мар çапăçусене хутшăнать. Уйрăмах Нарвăшăн хĕрỹ пынă вĕсем. Совет салтакĕсен юхан шывăн тепĕр енне каçса позици йышăнмалла пулнă. Артиллери орудине, хĕç- пăшала «сывлăш» кĕпер тата сулă çине хурса пирĕннисем Нарва шывĕ урлă каçма пикеннĕ. Тăшман «çутаракан» «вутлă çумăр» айĕн ишме тивнĕ вĕсен. Пуля-снаряд лекнипе, куç умĕнчех вуншар салтак шыва путнă. Вăйлă юхăма пула Сергей Филиппов хăй те чутах шыв мăшкăлĕ пулман. Часах пирĕн Çар эстонецсен тĕп хулине ирĕке кăларнă. Филиппов взвочĕ Нарвăн ку енне хуралланă. Йышăннă позицие ыйхă мĕнне пĕлмесĕр сыхланă артиллеристсем. Катер е карап ишнĕ-и е чуна çỹçентерекен кĕрлевпе вĕçекен «мессершмитт», «фокке-вульф» тапăннă-и _ совет салтакĕсен алли чĕтремен. Сĕмсĕр фашистсем психика атакине те пĕрре мар ирттернĕ: пĕтĕм тĕнчене çавăрса илес пек, йышлă катер ушкăнне пирĕннисем çине янă. Чĕре çурăласла хăрушă ỹкерчĕк! Çук, парăнман Совет Çарĕ. Пирĕн артиллеристсен сыхлăхĕ _ пысăк, чăтăмлăхĕ _ виçесĕр, ăсталăхĕ çỹллĕ шайра пулнă çав: çĕршер катер Нарва тĕпне ăсаннă. Çапла, Çĕнтерỹ çăмăллăн килмен. Ăна чăваш салтакĕ Эстони çĕрĕнчех кĕтсе илнĕ. Хăй кирлине туйса Латвире службăна тăснă вăл: Вильнюспа Ригăра çар тивĕçне пурнăçланă. Тепĕрхут аслă писарь ĕçне кỹлĕннĕ, хальхинче чаçри çунтармалли-сĕрмелли матери- ала шута илнĕ. Кунта сывалнă салтак- семпе пĕрле С.Филиппов та 1945-çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче демобилизаци- ленет, «Мускава хỹтĕленĕшĕн», «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури хăюлăхшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе тата Аслă Аттелĕх вăрçин 1-степеньлĕ орденĕпе Чăваш çĕр-шывне таврăнать. Мирлĕ ĕçшĕн тунсăхланăскер Чăваш АССР Радиокомитечĕн Шăмăршă районĕн уполномоченнăйĕнче икĕ çул тăрăшать.
1947-çулта вара Хусан университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет.
1952-çулта, диплом илсен, мăшăрĕпе тата ик ачипе çĕр-шывăн тĕп хулине тухса каять. Мускавра çар заводĕнче технолог-инженерта тимлет, каçхи шкулта çамрăксене физика наукипе паллаштарать. Часах мăшăр- сен виççĕмĕш ачи çуралать. Юратнă ĕçре тем пек тăрăшасчĕ те хăнăхнă вырăнта... Çук çав. Хваттер ыйтăвĕ çивĕч тăнипе Филипповсем ик çултанах тăван ене таврăннă, Палтиелĕнче тымар янă. Çулталăкран çут тĕнчене кĕçĕн ачи килет. Çапла тăватă ача ỹстернĕ вĕсем.
Иккĕшĕ те ялăн вăтам шкулĕнче вăй хунă. Юлия Ильинична пуçламăш классене вĕрентнĕ. Сергей Петрович 4_10-классене физика, математика, астрономи, машиноведени, электротехника предмечĕсемпе пĕлỹ панă. Директорăн производство вĕрентĕвĕ енĕпе ĕçлекен çумĕн тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн яваплăхĕ витĕр тухнă. Çамрăк ăрăва пĕлỹпе воспитани парассишĕн ăс-хакăлпа вăя шеллемен педагогсем. Ачасем тĕслĕх илмелĕх, ял-йыш ăмсанмалăх, вĕрентỹре ыр ят-сум çĕнсе илнĕ. Ĕçе чунтан парăннăскер, Сергей Филиппов пенсие тухсан та 15 çул педагогика лаççинче ачасен ăс-хакăлне туптанă. КПСС Чăваш обкомĕн тата ЧР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотисем, «Ĕç ветеранĕ» ят тивĕçнĕ вĕри чунлăскере.
Филипповсен 4 ачи те _ ашшĕ-амăш мухтавĕ. Кашнийĕ пурнăçри вырăнне тупнă, хăйсен ывăл-хĕрне пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.
Сергей Петровичпа Юлия Ильиничнăн педагогика династине Владимир ывăлĕпе Тамара кинĕ, Ольга мăнукĕ тăсрĕç тата тăсаççĕ. Педагогсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 300 çултан иртнĕ.
Тăван çĕр-шыва хỹтĕлессинче, çамрăк ăрăва воспитани парассинче пулнă Сергей Филипповăн пурнăçĕнчи тивĕçĕ. _ Ман мăнукăмсем халăх умĕнчи тивĕçе вăрçăра мар, мирлĕ ĕçре пурнăçлаччăр, _ тетчĕ пĕрмаях вăрçăпа ĕç ветеранĕ.
Çак сăмах, хуçи (2007-çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ) пирĕн хушăмăрта халĕ çук пулин те, паянхи ăрушăн, миршĕн кĕрешме чĕнсе, йыхравлă чан пек янăрать...
Зинаида Свеклова.