Тракторсем кĕрлеççĕ ир-ирех
ÇУРКУННЕ _ çут çанталăка чĕрĕ сăн кĕртнипе пĕрлех _ хресчен валли «лав тулли» ĕç те тиесе килчĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕнчи уй-хирте мотор сасси кĕрлеме пуçларĕ. Фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем кĕр тыррипе нумай çул ỹсекен курăка минерал удобренийĕпе апатлантараççĕ. Шăмăршăри Александр Егоров, Анат Чаткасри Елена Пондякова фермерсем тата «Восход» СХПК кĕрхи тулă калчине хăй çỹрекен «Туман» опрыскиватель-разбрасывательпе апатлантарса тухрĕç.
_ Кĕр тырри пурĕ 1447 гектар йышăнать, _ пĕлтерчĕ пирĕн корреспондента округ администрацийĕн ял хуçалăх секторĕн заведующийĕ Ильмира Тепитова. _ Калча начар мар хĕл каçнă.
Хуçалăхсенче минерал удобренийĕ çителĕклĕ: 1542,55 тонна пур. Çав шутра аммиак селитри _ 720 тонна, азофоска _ 530 тонна, диаммофоска S-10 _ 27 тонна тата 10 тонна карбамид туяннă. Пысăках мар фермер хуçалăхĕсем кĕр калчине сеялкăпа апатлантараççĕ. Ĕç фрончĕ сарăлсах пырать. Умра _ çур аки.
С.ИВАНОВ.