«Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем»
Çак ятпа Мускаври «Еткерлĕх» («Наследие») Нацисен Пултарулăх Пĕрлешĕвĕ Халăхсем хушшинче конкурс-фестиваль йĕркеленĕ. Унта Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем те хутшăннă. Пысăк шайри мероприятире «Улыбка» вокал ансамблĕ тата «Веснянка» фольклор ансамблĕ _ 1-степеньлĕ Лаурет дипломне, вĕсен ертỹçисем _ Татьяна Борисовăпа Светлана Кудряшова Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Çĕнтерỹçĕсемпе вĕсен преподавателĕсене чунтан саламлатпăр, малашлăхра çĕнĕ ỹсĕмсемпе çĕнтерỹсем сунатпăр.
Ю.Цыганова, Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ.