Уйрăмах çирĕп режим туса хураççĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче 2025-çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕç кĕрешмелли уйрăмах çирĕп режим туса хурасси çинчен пĕлтернĕ.

Регион ертỹçи граждансен хăрушсăрлăхне хỹтĕлесси чи кирлĕ тĕллев пулнине палăртнă. Çăлавçăсемпе техникăн талăкĕпех хатĕр тăмалла. «2020-çултан пуçласа 2024-çулччен эпир республика бюджетĕнчен хальхи ыйтусене тивĕçтерекен пушар техники туянма _ 238,8 миллион, ятарлă оборудовани туянма 18 миллион тенкĕпе усă куртăмăр, _ палăртнă Олег Николаев.



28 марта 2025
09:40
Поделиться