Усăллă тĕл пулу
Мартăн 26-мĕшĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕнче округри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче вăй хуракан класс ертỹçисем пухăнчĕç. Вĕсем вĕрентỹпе воспитани сферин малта пыракан представителĕсемпе тĕл пулчĕç.
«Чăваш регион уйрăмĕн вĕрентĕвĕн информатизаци Академийĕ» ООО ДПО информатика тата ИКТ кафедрин профессорĕ Наталья Софронова, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ, техника наукисен кандидачĕ Анатолий Бельчусов «Шкул ачисене воспитани парас ĕçри цифра технологийĕсем» темăпа ăсталăх класĕ ирттерчĕç. Класс ертỹçисем воспитанири çĕнĕ технологисене, практикăра усă курмалли мелсемпе меслетсене алла илчĕç. Вĕсем çитĕнекен ăрăва пур енлĕ аталантарассинче тивĕçлĕ вырăн йышăнĕç: класс тулашĕнчи ĕç-пуçа йĕркелеме, тĕрлĕ ỹсĕмри ачасемпе ĕçлемешкĕн пулăшу кỹрĕç.
Г.Хафизова, округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн аслă методисчĕ.