Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхне суйлавра ăнăçу суннă

Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхне суйлавра ăнăçу суннă

МУСКАВ, КРЕМЛЬ. Юнкун каçхине Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă.

Николаев Кремльти тĕл пулу вăхăтĕнче кăçалхи сентябрьти суйлава хутшăнас кăмăлĕ пурри çинчен пĕлтернĕ.

«Сирĕн ĕç кăтартăвĕсем, тĕпрен илсен, пире тивĕçтереççĕ, _ тенĕ Владимир Путин. _ Çавăнпа та эпĕ Сире суйлавра ăнăçу сунатăп».

Раççей Президенчĕ регионта татса паман ыйтусем те пуррине палăртнă, вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн Чăваш Ен ертỹлĕхĕн куллен çине тăрса ĕçлемелли çинчен каланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ кăçалхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче пулса иртĕ.



28 марта 2025
09:39
Поделиться