Юнармеецсен смотр-конкурсĕ
МАРТĂН 21-мĕшĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕнче округ шкулĕсен 3-5-класĕсенчи юнармеец отделенийĕсен смотр-конкурсĕ иртнĕ. Ăна Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине халалланă.
Çивĕч кĕрешỹре Шăмăршă тата Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕсенчи юнармеец отделенийĕсем çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Виççĕмĕш вырăнта _ Палтиел вăтам шкулĕн ачисем. Çĕнтерỹçĕсене Кубокпа тата Дипломпа чысланă.