Юрă-ташăпа савăнтарчĕç
Палтиел ялĕн тĕп Культура çурчĕ (заведующийĕ _ Татьяна Долгова) çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ çак кунсенче Пăчăрлă Пашьелĕнче культура программипе пулчĕ. Ялăн тĕп Культура çуртĕнче (заведующийĕ _ Ирина Угарина) палтиелсем чаплă концерт кăтартрĕç.
Хĕрарăмсен «Çăлкуç» ансамблĕ чăваш, вырăс халăх юррисене селĕм шăрантарчĕ. Лидия Бурова солистка вырăсла юрăсене çепĕç сассипе юрларĕ, музыка инструменчĕсем каласа чун-чĕрене çунатлантарчĕ. Радиле Идрисова, Татьяна Долгова солисткăсем те юрăсене хăйне евĕрлĕхпе куракансем патне çитерчĕç. «Ивушка» ташă коллективĕ вара чуна илемлĕ ташăсемпе хĕмлентерчĕ. Халăх кашни номерех ăшшăн йышăнчĕ, вырăнти артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕ, тав турĕ.
Н.УГАРИНА, Пăчăрлă Пашьел ялĕ.