Ал ĕçĕпе тĕлĕнтерчĕç
Етĕрне хулинче республика шайĕнчи «Телейпе ăшăннă чĕресем» çемье пултарулăхĕн фестивалĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесем хутшăнчĕç. Вĕсем «Ал ĕç ăсталăхĕ» тата «Юрă-ташă ăсталăхĕ» номинацисенче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Шăмăршă муниципалитет округĕнчен çак пĕлтерĕшлĕ мероприятире Шăмăршăра пурăнакан Жолобовсен кил- йышĕ пулчĕ. Екатерина Жолобова (вăл районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра редакторта тимлет) «Ал ĕç ăсталăхĕ» номинацие хутшăнса хăй туса хатĕрленĕ япаласене выставкăнатăратрĕ. Вĕсем: хĕр-хĕрарăмăн бисертан ăсталанă капăрлăхĕ, плющ пир-авăрĕнчен çыхса тунă çемçе теттесем. Екатерина Ивановнăн ĕçĕсемпе паллашакансем выставка япалисене пысăк хак пачĕç. Жолобовсен çемйи Етĕрне муниципалитет округĕн администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.
Фестиваль, Сăр тăрăхĕнчи хулан сăн-сăпачĕ, хулари пуçламăш шкулта тата СССР Халăх артисчĕн Николай Мордвиновăн çурт-музейĕнчи экскурси Жолобовсемпе вĕсен ывăл-хĕрне çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ.
Н.Спиридонова, округ администрацийĕн социаллă аталану пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.