Асăмрах _ тăвансем, уявсем...

(Прозăллă сăвă)

Çуралнă ялта манăн пур тăвансем, тăтăшах асăма килеççĕ вĕсем... Тунсăхласан килсе кураççĕ хăш чух хăйсем, ăшшăн ыр сунаççĕ мана çывăх çынсем.

Кашни çулах Мăнкунра тăвансем пухăнаç, çак уявра пĕр-пĕрне ыр сунса саламлаç. Мана та вĕсем манса хăвармаç, савса килсе илеç, чыс-сумпа ăсатаç.

Уяв сĕтелли хăй йăтайми тулли. Кил-çуртра янăрать ача-пăча кулли. Сăвăсем калаççĕ пĕчĕк шăпăрлансем, юрлаççĕ, ташлаççĕ, савăнаççĕ вĕсем.

Ваттисен сăмахĕ упранать пурнăçра. «Тăван тăварпа пиçнĕ», _ тенĕ халăхра. Савăнăç-и, пысăк ĕç-и _ тăвансем пĕрле!

Тăван сума сунишĕн хĕпĕртемелле. Тăван хăй тăванĕ килессе пĕлет, хапхине яриех уçса чăтăмсăр кĕтет. Аякранах илтĕнет йĕс шăнкăрав сасси, ешĕл курăкпа вирхĕнет Мăнкун лаши.

Мăнкун вăл _ чаплă уяв. Уявсен уявне паллă тăвать халăх кашни çулах, шав. Уявланă Мăнкуна ĕмĕрех ватăсем. Мăнкуна кĕтсе илсен кĕрленĕ ялта туйсем.

Мария Жамкова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Кивĕ Чукал ялĕ.



04 апреля 2025
14:34
Поделиться