Бруцеллез _ хăрушă!
Бруцеллез – выльăх-чĕрлĕхпе çынсене ерекен вăраха тăсăлакан чир. Вăл нумай чĕр чунра çакăнпа палăрать: çуралмалли выльăх ỹкни (аборт), выльăх хыçĕ (послед) ỹкменни, рахит, артрит, вилĕ (йывăр чирлĕ) выльăх çурални, хĕсĕрлĕх (бесплодие). Ахальтен мар бруцеллеза карантин чир-чĕрне кĕртеççĕ.
Ĕрчевлĕхпе тухăçлăх чакни экономикăна пысăк сиен кỹрет. Карантин мероприятийĕсене пула тăкак нумай пулать.
Çак амакпа ытларах _ мăйракаллă шултра выльăх, сысна, сурăх, сайра-хутра лашапа тĕве аптраççĕ. Çын чирлесен вара, ытларах _ шăм-шак сиенленнипе, чăлах юлма пултарать.
Чире ертме питĕ ансат. Бруцеллăсем организма апат ирĕлтерекен органсем, шăк çулĕ, конъюктива, çавăн пекех ỹт çинчи суран урлă лекеççĕ. Вĕсем артрит (шăмă чирĕ), мастит (выльăх çиллин шыççи), эпидидимит (çăмарталăх çумĕн шыççи), бурсит (шăм-шак чирĕ), абсцесс (пуç мимине, апат çăтма пулăшакан органсене, ỹпкене, ăш-чике, кутан тĕлĕнчи органсене, шăм-шака пỹр тулни), аборт урлă палăраççĕ. Ĕнесен час-часах пĕтĕлĕхĕн 2-мĕш тапхăрĕнче хырăмĕ ỹкет, хыçĕ ỹкменнипе мăйракаллă выльăх аптăрать, Çавна май эндометрит (маткăн шалти сийĕ шыçни), хĕсĕрлĕх пуçланать, ỹт температури ỹсет. Вăкăрсен вара çăмарталăх çумĕн шыççи (воспаление придатков яичников), шăмă шыççи час-часах тĕл пулать.
Çакă веçех предприятисен тата уйрăм çынсен хуçалăхĕсемпе хутшăнассинчен пăрăнма хистет. Мĕнле упранмалла-ха хăрушă чиртен?
Чи малтан килти выльăхсене тăтăшах сăнаса- тĕрĕслесе тăмалла; вĕсене (тин кăна çуралнисене те, туяннисене те) регистрацилемелле тата маркировка тумалла; сутасси-илесси, пусса тирпейлеме парасси ветеринари служби ирĕкĕпе çеç пулмалла; выльăх- чĕрлĕх сутасси-туянассине ветеринари тĕрĕслевĕн докуменчĕсĕр тума юрамасть; ветеринари службине кирек мĕнле лару-тăру (аборт, çамрăк выльăх айван çурални) пирки те çийĕнчех систермелле; выльăх- чĕрлĕх продукцине ятарлă вырăнта (пасарта, магазинта) çеç туянмалла; уйрăм çынсенчен туяннă сĕтпе ун продукцине вĕретмесĕр ĕçмелле мар. Çỹлерех асăрхаттарнине çирĕп тата тăтăшах пăхăнсан кăна бруцеллезран сыхланма пулать. Кун чухне çеç килти выльăх-чĕрлĕхпе çын сывлăхĕ (пурнăçĕ) хỹтлĕхре пулĕ.
Д.Ямалтдинов, Шăмăршăри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ветеринари врачĕ.