Чăваш автономийĕ 105 çул тултарни _ пысăк уяв
КĂÇАЛ Чăваш автономине туса хунăранпа 105 çул çитет.
Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсем Шупашкар хулипе Етĕрне муниципалитет округĕнче иртĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура уяв мероприятийĕсене пурне те чи çỹллĕ шайра ирттермеллине палăртнă.
Шупашкарти Экономика, Архитектурăпа урбанистика форумĕсене, «Ялта чи лайăххисем» Агроволонтерсен слетне, мĕн пур чăвашăн XIII Акатуйне, Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XXXIII «Атăл çи çăл куçĕсем» фестивальне, Чăваш Республикин Кубокне çĕнсе илессишĕн йĕркелекен урхамахсен ăмăртăвне, «Спорт çемйи» фестивале, регионсем хушшинчи «Эпĕ _ хĕрарăм» конкурса тата ытти мероприяти ирттерме хатĕрленỹ ĕçĕ пырать. Республикăри кашни округрах «Акатуй» тата «Сабантуй» уявсем иртĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвне пурнăçласа, автономи уявĕ тĕлне сувенир продукцине туса кăларассине йĕркелеççĕ.
Н.ИЛЬИНА.