«Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ» ят параççĕ
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче çапла пĕлтернĕ: «Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин виçĕ участникне _ Михаил Сорокина, Агриппина Яновича тата Александр Гармонщикова «Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ» ят паратпăр».
Александр Гармонщиков _ Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Пăчăрлă Пашьел ялĕнчен. Нумаях пулмасть çеç-ха фронтовика «Шăмăршă муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панăччĕ.