Федераци округĕнче _ малтисен йышĕнче

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИ 2024-çулта производство ỹсĕмĕн тĕп кăтартăвĕсемпе Атăл çи Федераци округĕнче малтисен йышне кĕнĕ. Уйрăммăн илсен, республика çĕр улми тата хăмла туса илессипе _ пĕрремĕш, пахча çимĕç тата сĕт туса илессипе _ иккĕмĕш, тĕш тырă туса илессипе _ виççĕмĕш, аш-какай туса илессипе тăваттăмĕш вырăна тухнă.

2030-çул тĕлне Чăваш Республики АПК продукцине туса илессине _ 25 процент, продукцие ют çĕр-шывсене тăратассине 1,5 хут ỹстерме йышăннă. Çакна «Агро про движение» республика программинче палăртнă. «Агро про движение» стратеги ултă енлĕ аталанăва хăвăртлатĕ: çын, уй-хир, ферма, продукцие сутмалли тата ĕçе кĕртмелли çул-йĕр, патшалăх пулăшăвĕ.



04 апреля 2025
15:02
Поделиться