Хур кайăксем килеççĕ картипе...

ÇУРКУННЕ çитнине пирĕн тăрăхра хура кураксем пĕлтереççĕ. Вĕсем хирте юр ирĕлсе пĕтичченех шавлама пуçларĕç. Мартăн 15-25-мĕшĕсенче _ шăнкăрчсем, 20-31-мĕшĕсенче тăрисем вĕçсе килчĕç. Апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче акăшсем, хур кайăксем, кайăк кăвакалсемпе тăрнасем карти-картипе çитрĕç.

«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн сотрудникĕсем каланă тăрăх, чĕкеçсемпе шăпчăксене кăштах каярах _ май уйăхĕн пуçламăшĕнче кĕтсе илĕпĕр.



04 апреля 2025
15:52
Поделиться